Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар хурал ĕçченĕсем ăмăртрĕç

23 марта 2011 г.

Пушар хурал ĕçченĕсем ăмăртрĕç Пушар хурал профессийĕ ĕçченсенчен сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп те спортпа туслă пулма ыйтать. Çакна тĕпе хурса иртнĕ эрнере Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи пушар хурал пайĕсен ĕçченĕсем Елчĕкри çамрăксемпе ачасен спорт шкулне пуçтарăнчĕç, кире пуканĕ йăтассипе йĕркеленнĕ ăмăртăва хутшăнчĕç. Тупăшу хĕрỹ иртрĕ. 70 кг çитичченхи виçере С.Ялуков (Патăрьел) çĕнтерчĕ. М.Якимовпа (Елчĕк) А.Сорокин (Патăрьел) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. 70 кг ытларах виçере Н.Горшкова (Патăрьел) çитекенни пулмарĕ. Кире пуканне вылянтарса анчах тăчĕ вăл. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Г.Тикушев (Елчĕк), Н.Антонов (Патăрьел) тивĕçрĕç. Командăсем хушшинче Патăрьелсем мала тухрĕç. Елчĕксем вара иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Сăн ỹкерчĕкре: 70 кг йывăртарах виçере Г.Тикушев 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика