Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçине илнĕ, çулне сарман

23 марта 2011 г.

Чăваш Республикинчи Следстви Управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ коррупцие хирĕç кĕрешесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çак кунсенче асăннă следстви пайĕ "Дорсервис" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн пĕртен-пĕр учредителĕ, директорĕ тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Вăл Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 159 статйин 4 пайĕнче пăхса хăварнă преступление тума пултарнă тесе айăпланать (уйрăмах пысăк виçеллĕ ултав). Следстви версийĕ тăрăх, 2009 çулхи раштав уйăхĕнче, айăпланма пултаракан "Дорсервис" ООО ячĕпе Елчĕк ял тăрăхĕпе Элекçей Тимешĕнчи икĕ урамри автомашина çулне сарма килĕшỹ тунă. Тепĕр кунне (çулсене тумасăрах) пурнăçланă ĕçсене йышăнни çинчен суя акт хатĕрленĕ. Çавна май "Дорсервис" ООО счечĕ çине 4 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ куçарнă. Унăн ертỹçи асăннă укçа-тенкĕпе хăй пĕлнĕ пек усă курнă, çавна май республика тата вырăнти бюджетсене пысăк тăкак кỹнĕ. Паянхи кун оперативлă шырав ĕçĕсем пурнăçланаççĕ, асăннă уголовнăй ĕçе малалла тĕпчеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика