23 марта 2011 г.
Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче "Мир через призму искусства" çĕнĕ выставка уçăлчĕ. Унта Кỹкеçри "Паха тĕрĕ" предприятинчи тĕрĕçĕсен ĕçĕсемпе, "Бичурин и современность" музей экспоначĕсемпе тата хамăр районти Турханта çуралса ỹснĕ Петр Пупинăн скульптурисемпе паллашма пулать. Выставкăна уçнă çĕре Шупашкар районĕнчи делегаци хутшăнчĕ. Пуçласа килмеççĕ Кỹкеçсем пирĕн пата. Шупашкар районĕпе Елчĕксем тахçантанпах туслă çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕрин ырă та паха опытне алла илеççĕ, пĕрле мероприятисем йĕркелеççĕ. "Паха тĕрĕ" художникĕсем мĕн кăна тĕрлемеççĕ? Чăваш хĕрарăмĕпе арçыннин кĕпи-тумтирĕнчен пуçласа сĕтел çитти таран. Епле капăр та асамлă вĕсем. П.Пупин скульптор ĕçĕсене те куракансем лайăх пĕлеççĕ. Петр Степановичпа тĕрĕ ăстисем тахçантанпах туслă, хăйсен пĕрлехи выставкисене вĕсем Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче те йĕркелеççĕ. Выставкăна уçнă май район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова, Шупашкар район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн начальникĕ М.Павлова, "Паха тĕрĕ" предприятин тĕп художникĕ А.Андреева, "Бичурин и современность" музей заведующийĕ И.Удалова, П.Пупин скульптор тата ыттисем тухса калаçрĕç. Шупашкар районĕнчи "Дубравушка" ансамбль те Елчĕксене хăйсен пултарулăхне кăтартма хапăл тунă. Вĕсем выставкăна килнĕ çынсене чуна ăшăтакан илемлĕ чăваш, вырăс юррисемпе савăнтарчĕç. Çĕнĕ куравпа паллашакансем çак кун йышлăн пулчĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, Елчĕкри вăтам шкулта 9 "а" класра вĕренекенсем тата Елчĕк ялĕнче пурăнакансем çĕнĕ выставкăпа кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. Вĕсем чăваш тĕрриллĕ япаласене сахал мар туянчĕç. Выставка ака уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырать.