23 марта 2011 г.
Улатăр хулинче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.Кисловăн парнисене çĕнсе илессишĕн Атăлçи хулисем хушшинче кире пуканĕ йăтакансен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртнĕ. Унта Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академийĕн, Ульяновск облаçĕн, Мордва Республикин, Чăваш Республикинчи районсен командисем хутшăннă. 1993 çулхи тата унран кĕçĕнрех çамрăксенчен кире пуканĕ йăтса 35 килограмлă виçере Р.Леонтьев (Курнавăш шкулĕ) - 3-мĕш вырăн, 50 килограмлă виçере - Н.Григорьев (Курнавăш шкулĕ) - 1-мĕш, 58 килограмлă виçере Н.Николаев (Курнавăш) - 2-мĕш, И.Юхмин (Курнавăш) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. 63 килограма çитичченхи виçери атлетсем 68 килограмлисемпе пĕрле ăмăртнă. 24 килограмлă кире пуканне В.Семенов, И.Федоров (Елчĕк) ăнăçлă йăтнă. 73 килограмлă виçере А.Павлов (Елчĕк) - 1-мĕш, 78 килограмлă А.Федоров (Курнавăш) - 4-мĕш, 85 килограма çитичченхи виçере А.Павлов (Елчĕк) 2-мĕш, В.Иванов (Курнавăш) - 4-мĕш, 85 килограмран йывăртарах виçере А.Николаев - 3-мĕш вырăн йышăннă. 1993 çулта çуралнă тата аслăраххисем 32 килограмлă кире пуканне йăтнă. И.Кривов (Анатри Тимеш) 68 килограмлă виçере - 1-мĕш, 95 килограмлă виçере О.Николаев (Ĕнел) 2-мĕш вырăнсем йышăннă. Ветерансем 24 килограмлă кире пуканĕ йăтнă. 95 килограмлă виçере ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ О.Федоров 2-мĕш вырăнта. Хĕрсенчен 16 килограмлă кире пуканне йăтса О.Маликова (Хăвăлçырма), В.Николаева (Ĕнел), Е.Еремеева (Питтĕпел) 3-мĕш вырăн йышăннă. Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри ДЮСШра кире пуканĕ йăтассипе район чемпионачĕ тата çамрăксем хушшинче мала тухмалли ăмăрту иртет.