Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя укçаран асăрханăр

23 марта 2011 г.

Юлашки вăхăтра 1000 тенкĕлĕх суя укçасем час-часах тĕл пулма пуçларĕç. Вĕсем кашнин аллине лекме пултарасса шута илсе граждансене укçа-тенкĕпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтатпăр. Суя укçа çинчи çутă шыв паллисем ( водяные знаки) уçăмлăн палăрмаççĕ. Ун пеккисем ультрафиолет пайăркисем çинче çуталаççĕ, чăннисене вара микроволокнăсем урлă анчах. Суя укçасем çинчи сăрă хăпăнать, çавăнпа та вĕсене саракансем юриех лучăркаса кивĕ тĕс кĕртме тăрăшаççĕ. Çакăн евĕр укçан серийĕн номерĕсем уçăмсăр, банкнотăн пичĕ пайĕнчи Ярослав Мудрый ỹкерчĕкĕн сылтăм енче чăн укçа çинчи пек асамат кĕперĕн пĕтĕм тĕсĕ палăрмасть. Енчен те ăнсăртран ен-чĕкре суя укçа пуррине асăрхасан мĕн тумалла? Чи малтанах вăл ăçтан тупăнни, ăна камран илме пултарни пирки аса илмелле, тỹрех районти шалти ĕçсен пайне 2-50-02 телефонпа шăнкăравламалла. Енчен те эсир алăра суя укçа пулнине пĕлсе тăрсах çакăн çинчен никама каламасăр укçана урăх çынна тыттаратăр пулсан, сирĕн тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 186 статйипе килĕшỹллĕн уголовнăй ĕç пуçарса явап тыттарĕç. Çакăн евĕр айăплавшăн пурлăха туртса илсе 5 çултан пуçласа 8 çулччен ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика