23 марта 2011 г.
Пурăннă пулсан ентешĕмĕр, Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ поэзи тата проза ăсти Василий Эктел кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 61 çул тултарнă пулĕччĕ. Шел пулин те, пирĕнтен ытла ир уйрăлса кайрĕ вăл. Çапах та хăй хыççăн ырă ят хăварнă çыравçăн хайлавĕсем нихăçан та ватăлмĕç. Вĕсем тăван халăх кун-çулне çывăх, вĕсенче ĕç çыннине, хĕрỹ ĕç-хĕле мухтани, тăван халăхпа Тăван çĕр-шыва юратни таса çăл куç евĕр тапса тăрать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов пуçарнипе районти çамрăк çыравçăсене В.Эктел премийĕпе хавхалантарасси йăлана кĕнĕ. Паянхи кунччен çак сумлă ята Курнавăшри Т.Курчина, Аслă Таяпари К.Васильева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Ефимова, Кỹлпуçĕнчи М.Ляленко тивĕçнĕччĕ. Кăçал вара асăннă премине Патреккел шкулĕнчи Екатерина Лазаревăна пама кăмăл турĕç. Çак пултаруллă хĕре В.Эктелĕн пиччĕшĕ - РФ Журналисчĕсен тата Раççей Федерацийĕн Писателĕсен союзĕсен членĕ, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров республика шайĕнче иртнĕ "Хавхалану çăл куçĕсем" фестивальтех асăрханăччĕ. Вĕренỹ отличницин сăвă-калав çырас çитĕнĕвĕсем те çук мар. Поэзие халалланă район, республика шайĕнчи конкурссенче те палăрма ĕлкĕрнĕ хĕр. Çак шкултах вĕренекен Марина Крыловăпа Лаш Таяпа шкулĕнчи Ксения Юнкерова та Петр Петрович аллинчен Эктел ячĕпе паракан хавхалану парнисене тата дипломсене тивĕçрĕç. Вĕсен те çитĕнĕвĕсем сахал мар. Сăвă-калав çырас ĕçре Патреккелсене шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Галина Енейкина хавхалантарса пырать. Талантлă ачасене çамрăкранах асăрхаса чунĕнчи мĕн пур ăшшине ачасем патне çитерме ăнтăлать Галина Леонидовна, пурнăç çине пачах урăх куçпа пăхма хистет. Уявра вĕренекенсене тата пуçтарăннисене саламласа П.Сидоров, Елчĕк район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ И.Васильева, Патреккел шкул директорĕ О.Петрова, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Г.Енейкина сăмах илчĕç. Çакăн евĕр мероприятисене ирттерни çамрăк талантсене тупма пулăшнине тата ачасене тупăшса вĕренме хавхалантарнине асăнчĕç. Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем пуçтарăннисене кăмăла çĕклекен юрăсемпе саламларĕç. Кунтах ялти тата шкулти библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç. Сăн ỹкерчĕкре: В.Эктел премийĕн лауреачĕ Е.Лазарева тата хавхалану парнисемпе дипломсене тивĕçнĕ М.Крылова, К.Юнкерова П.Сидоровпа пĕрле.