Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра сипленнин усси пысăк

23 марта 2011 г.

1993 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ туберкулез пирки "халăх инкекĕ" тесе пĕлтернĕ. 1882 çулта нимĕç микробиологĕ Роберт Кох чир ертекен микробактерие тупса палăртнă. Кох уçнă çĕнĕлĕх хыççăн вун виçĕ çул иртсен В.Рентген хăй асăрханă Х-пайăркасем пирки пĕлтернĕ - çакă эпидеми çулне пỹлес тĕлĕшпе чăн-чăн çăлăнăç пулса тăнă. Чире палăртассинче вăл паян та чи шанчăклă меслетсен йышĕнче. Туберкулезпа тĕнчере миллион-миллион çын чирлет. Ку - сывлăх сыхлавĕн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри. Тăван çĕр-шывăн Аттелĕхĕн Аслă вăрçи хыççăн туберкулеза пула вилекенсен йышĕ сисĕнмеллех ỹснĕ. Хăватлă антибиотиксем шырама шăпах çакă хистенĕ те. Медицина аталаннă май эпидемие пỹлме май килнĕ. Туберкулез питĕ вăраха тăсăлакан чир. Ун микробĕпе чирленĕ çынна сыватма сахалтан та 8-17 уйăх кирлĕ. Ку çеç пулсан юрĕччĕ-ха, анчах та туберкулез инфекцийĕ лекнĕ çынра вăл ĕмĕр тăршшĕпех пурăнать. Организм йăвашлансан, питĕ хытă ывăнсан, эрех ĕçсен, табак туртсан чир тепĕр хут вăранать. Пĕр-икĕ эрне температура (38 градусран ытла мар) тăрсан, пуç ыратсан, ỹслĕк ерсен, начарланма пуçласан, сывлăш çитменнипе аптрасан, аяк пĕрчисем канăçсăрлантарсан, каçсерен тарласан, ытлашши ĕçлемесĕрех ывăнсан хăвăртрах больницăна, фтизиатр патне васкамалла. Чире мĕн чухлĕ хăвăртрах асăрхатăн, çавăн чухлĕ сиплеме çăмăлрах. Инфекци вирусне тупса палăртсан сиплеве стационарта пуçăннине нимĕн те çитмест. Çĕнĕ препаратсем чире çĕнтерме пулăшаççĕ. Анчах та вăраха тăсса янă чире химиотерапи çеç пулăшаймасть, ирĕксĕрех ỹпкен аманнă пайне чире малалла ан сартăр тесе касса илме тивет. Инфекци ытларах чухне чирлĕ çыннăн çăра сурчăкĕ, шăкĕ-каяшĕ, амăшĕн кăкăр сĕчĕ урлă ерет. Чир ернĕ хăш-пĕр тĕслĕх сăлтавĕ мăйракаллă шултра выльăх, сысна, сайра-хутра кайăк-кĕшĕкпе те пулма пултарни пирки пурте пĕлмеççĕ. Инфекци пĕçерсе çитереймен аш-какайпа сĕт, унăн юр-варĕ урлă кăна мар, чĕр чуна сĕртĕнсе ачашласан та ерет. Туберкулезпа чирлĕ çын вара ỹсĕрнĕ чухне кунсерен хăйĕн тавра миллиард бактери сапалать. Микробактерисем питĕ чăтăмлă. Вĕсем çутăран кăна хăраççĕ. 2010 çулта пирĕн районта 13 çын туберкулезпа чирленĕ. Вĕсем пĕри те сиплеврен пăрăнман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика