23 марта 2011 г.
Çынна ырă тăвакан хăй те ырă курать тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ ваттисем. Ырă кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕр пирĕн ялта пурăнакан Анна Егоровна Албутова (ăна эпир Анюк аппа тесе чĕнетпĕр). 80 çула çитсе пыракан хĕрарăм халĕ те вашават, пур ĕçе те тума ĕлкĕрет. "Ăçтан çавăн чухлĕ вăй, чăтăмлăх çитерет-ши?" - тесе тĕлĕнетĕн хăш чухне унран. Хăй каланă тăрăх, ăна Турă пулăшса пырать. Чăваш Тăрăм ялĕ пысăках мар, юлашки вăхăтра ачасем те сахалрах çуралаççĕ, ваттисем вара пирĕнтен нумайрах та нумайрах уйрăлса каяççĕ. Çемьене пысăк хуйхă килсе çапсан эпир пурте Анюк аппаран пулăшу ыйтатпăр. Никама та хирĕçлесе курман пуль вăл хăйĕн пурнăçĕнче. 1932 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Тăрăм ялĕнче кун çути курнă Анюк аппа. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ, хăйсен 8 ачине йĕркеллĕ пăхса ỹстерес тесе мĕн пур вăй-халне шеллемен. Паянхи кун вара çак йышлă çемьерен иккĕн кăна тăрса юлнă, Анюк аппа тата Ваççа ятлă тăванĕ. Ялти шкулта 5 çул кăна вĕренме тивнĕ хĕр ачан. Шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ, анчах та вăрçă пуçланса кайнă. Вара амăшĕ ăна шкула урăх яман: килĕнче те ĕç нумай, йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхмалла пулнă унăн. Малалла вĕренес кăмăллă хĕр ачан ĕмĕчĕ таталнă. Ачалăхĕ питĕ йывăр иртнĕ, тăхăнма тумтир те пулман вăл вăхăтри ачасен. Амăшĕ ачисене çĕрĕ-çĕрĕпе тĕртнĕ пиртен кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтартнă. Ашшĕ хĕлĕпе ял çумĕнчи Чулкаçран чул кăларнă. Кăштах та пулин укçа тупас тесе çулла вара ăна сутнă. Кăштах аталансан çамрăк хĕр Кỹлпуç çулне чул сарма каять. Унтан вара Улатăр вăрманне вăрман касма хутшăнать. Каярах ялти тепĕр хĕрпе, Марфапа, Владимир облаçĕнче торф кăларас ĕçе хутшăнаççĕ. Торф кăларнă çĕртен таврăнсан Тутар Республикинчи пĕр ялта 3 çул сĕт-çу заводĕнче ĕçлет. 1953 çулта вăл Чăваш Тăрăм йĕкĕтне Алексей Петрович Албутова качча тухать. Мăшăрĕпе ырми-канми колхозра ĕçленĕ, упăшки комбайнер пулса вăй хунă. Алексей Петрович Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ пулнă. Çемьере йыш хушăнсах пынă. 9 ачана кун çути парнеленĕ вĕсем. Пĕр ачи 2 çулта чухне чечек чирĕпе чирлесе вилнĕ. Анюк аппан мăшăрĕ те, вăрçă витĕр тухнă çын, часах пурнăçран яланлăхах уйрăлса каять. Халĕ ачисем хăйсен çемйисемпе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Ялта вара Алюш ывăлĕпе Петя тĕпленнĕ. Фермăра ĕçлекен кинĕпе, Ленăпа, Анюк аппа пĕр çăвартан пурăнать, вăй çитнĕ таран вĕсене пулăшать. Çав вăхăтрах пĕччен пурăнакан Петя ывăлне те пулăшма ĕлкĕрет. Çулла пахчара тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх пăхать, ĕне те усрать. Чунра йывăр вăхăтра Турă кĕлли вуласа лăпланнине хыпарлать вăл. Анюк аппа пуринпе те тарават, унпа курса калаçсан чун уçăлса каять. Савăнăçлă вăхăтра савăнма пĕлет, юрра-ташша та питĕ ăста. Ĕлĕкхи юрăсене юрласа парса пире килентерет. Хавас кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, çынна яланах пулăшма хатĕр хĕрарăма ялта хисеплеççĕ, юратаççĕ. Ачисен, мăнукĕсен, ял-йышсен тивлечĕпе ырă та сывă пурăнма нумай-нумай çул сунатпăр эпир ăна.