Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем çукпа пĕрех

23 марта 2011 г.

Çĕнĕлĕхсем çукпа пĕрех Сиссе те юлаймăпăр, часах тăван шкулпа сыв пуллашакансен чи хĕрỹ тапхăр - экзамен пуçланĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ (ППЭ) выпускниксем вун пĕр çул хушшинче туптаннă пĕлĕвне тĕплĕн тĕрĕслет. ППЭ вăл е ку вĕренỹ заведенине кĕрес текенсене тĕрĕслени кăна мар, патшалăх аттестацийĕ те шутланать. Çавна май обязательнăй йĕркепе экзамен тытмалли предметсен шутне вырăс чĕлхине тата математикăна кĕртнĕ. Ыттисене ача, хăш аслă шкула кайма хатĕрленнине кура, сĕннĕ предметсенчен хăй суйласа илет. Шкул пĕтерекенсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те канăçĕсене çухатнă халĕ. ППЭ çывхарнă май эпир район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕпе, Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тыттарас енĕпе яваплă И.Г.Васильевăпа тĕл пулса калаçрăмăр, экзамен тытмалли йĕркесемпе паллаштарма ыйтрăмăр. - Ирина Геннадьевна, чи малтанах шкул пĕтерекенсен йышĕ пирки чарăнса тăрар... - Кăçал ППЭ тытас текен 226 вĕренекене шута илнĕ. Çак йышран 219-шĕ кăçал аттестат илме хатĕрленекенсем, çиччĕшĕ малтанхи çулсенче шкул пĕтернисем. Выпускниксен йышĕ çулран-çул чакса пырать. Пĕлтĕр районти шкулсенчен 251 çамрăк вĕренсе тухнăччĕ. - Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен аттестат илме хатĕрленекен кашни ача хăш предметпа экзамен тытассине пĕлтерсе заявлени çырнă. Ытларах мĕнле предметсене суйласа илнĕ выпускниксем? - Шкул пĕтерекенсем ытларах тăватă предметпа ППЭ тытасшăн. Вĕсем юратакан предметсем - обществознани (194 ача), биологи (106 ача), физика (103 ача), истори (96 ача). - Çĕнĕлĕхсем пур-и кăçалхи тĕрĕслевре? - Пысăк улшăнусемех çук. Иртнĕ çулхи пекех пурин те математикăпа тата вырăс чĕлхипе ППЭ тытмалла. Малалла вĕренме каяс текенсем вĕсемсĕр пуçне хăйсене кирлĕ пулакан предметсене суйласа илнĕ. Шкул ачисен республикăри олимпиадисенче малти вырăнсене тухнисем вара хăйсене паракан çăмăллăхпа кăçал пĕр аслă шкула кĕнĕ чухне çеç усă курма пултарĕç, унчченхи пек çак документа темиçе çĕре партармĕç. Экзаменра кирлĕ балл пухайман, "3" паллăлăх çырайманнисем пĕлтĕрхи пекех тĕп предметсенчен пĕринпе кăна (математикăпа е вырăс чĕлхипе) тепĕр хут ППЭ тытма пултараççĕ. Иккĕмĕш хутĕнче те ĕçе "иккĕлĕх" пурнăçланисене аттестат памĕç. Çак документа илес тесен вĕсен çитес çул хăйсен пĕлĕвне тепĕр хут тĕрĕслесе пăхма тивĕ. - Пĕлтĕр аттестат илейменнисем пулнă- и районта? - Иртнĕ çул икĕ выпускник аттестат илеймен. Пĕри математика, тепри вырăс чĕлхи экзаменĕсене "2" паллăлăх çырнă. Тепĕр хут тытиччен пĕрне салтака илсе кайнă. - Экзаменра мĕнпе усă курма юрать? - Математика экзаменне - линейка; физикăпа - линейка тата программăсăр калькулятор; химипе те çавăн йышши калькулятор; географипе линейкăпа транспортир тата калькулятор илсе кĕме чармĕç. Асăрхаттарсах калатăп: кĕсье телефонĕ илсе кĕме юрамасть. Унпа вăрттăн усă куракансене асăрхасан аудиторинчен кăларса яма, экзамена тепĕр хут тыттарма пултараççĕ. - Экзаменсен вăхăчĕсем улшăнман-и? - Иртнĕ çулсенчи пекех 10 сехетре пуçланаççĕ. Математикăпа, физикăпа, литературăпа, информатикăпа тĕрĕслев 4 сехет пырать, историпе обществознанипе - 3 сехет те 30 минут, вырăс чĕлхипе, биологипе, географипе, химипе - 3 сехет, ют чĕлхесемпе - 2 сехет те 40 минута тăсăлать. - ППЭ яланхиллех виçĕ тапхăрпа иртет пулĕ? - Çапла. Тĕрлĕ сăлтава пула ППЭ ыттисемпе пĕрле тытайманнисем (çĕр-шыв шайĕнчи ăмăртусене е сывлăха çирĕплетме тухса каякансем, каçхи шкулсенчен вĕренсе тухнă, çара кайма вăхăт çитнĕ яшсем) экзаменсене маларах тытаççĕ. Вĕсем валли уйрăм кунсем палăртнă. Ун пек тĕслĕхсем çук пирĕн патăмăрта. Тĕп тапхăр çу уйăхĕн 27- мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕччен тăсăлать. Çак вăхăтра кăçал шкул пĕтерекенсем, пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче, техникумсенче ăс пухакансем, иртнĕ çул вĕренсе тухнисем ППЭ тытаççĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула тĕп тапхăрти экзаменсенчен тăрса юлнисене виççĕмĕшĕнче, утă уйăхĕнче палăртнă кунсенче, йышăнаççĕ. - Выпускниксем экзамен кунĕсене те лайăх пĕлесшĕн... - Экзаменсем информатика, биологи тата литература предмечĕсемпе пуçланаççĕ. Вĕсемпе çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче ППЭ тытмалла. Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче - вырăс чĕлхипе; çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче - ют чĕлхесемпе, химипе; çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче - математикăпа; çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче - географипе тата обществознанипе; çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче - историпе, физикăпа.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика