Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч кĕрешỹре

19 марта 2011 г.

 

19.03.2011
Залра футболла выляссипе республикăри шкул ачисен спартакиадин программине кĕрекен ăмăрту вĕçленнĕ. Финал вăййисем Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ. Унта республикăри шкулсен аслă класĕсенче вĕренекенсен 8 район команди вăй виçнĕ. Чĕрĕк финалта Елчĕксем Шупашкар хулин вăйлă командипе тĕл пулнă. Анчах пирĕн футболистсем çухалса кайман, вăйăра пĕтĕм пултарулăхне, çирĕп характерне кăтартса панă. Çивĕч кĕрешỹре Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсенчен йĕркеленĕ команда 5:4 шутпа çĕнтернĕ. Çурма финалти вăйă тата çивĕчрех иртнĕ. Площадка хуçисен команди республикăра чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Пирĕн район футболисчĕсем Йĕпреçсен хапхине виçĕ мечĕк тапса кĕртнĕ, хăйсенне тăватă мечĕк кĕрттернĕ - 3:4. Виççĕмĕш вырăншăн Р.Григорьев тренер ертсе пынă пирĕн команда Улатăр спортсменĕсемпе вылянă, ăна 4:2 шутпа парăнтарнă. Çĕнтерỹ кỹнĕ голсене Сергей Васильев тата Андрей Федоров тапса кĕртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика