Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынлăха вĕрентет

19 марта 2011 г.

 

19.03.2011
Чỹречерен шаккасан тỹрех урамалла тинкертĕм. Хапха умĕнче кĕреçесем йăтнă ачасен ушкăнĕ тăрать. Шăп кирлĕ вăхăтра çитрĕ пулăшу. Кĕçех юр тултарнă картишĕнче ачасем ĕçе пикенчĕç. Надьăпа Оля Уткинасем, Н.Львова, Л.Козлова, Н.Николаева юра çуна çине тиеççĕ, А.Сидорова, Г.Николаев, С.Воронов, А.Марков ăмăртса туртаççĕ. Галина Алексеевна килнĕ тĕле тепĕр купине те пĕтересчĕ-ха тесе тăрăшаççĕ вĕренекенсем. Кĕçех, шкулти ĕçсенчен пушансан, класс ертỹçи хăй те çитрĕ. Юратнă вĕрентекенĕпе юнашар ачасем тата ытларах хавхаланса ĕçлеме тытăнчĕç. Туххăмрах картишне юртан тасатса пĕтерчĕç. Пархатарлă ĕçпе хăйсем те кăмăллă пулчĕç, эпĕ те питĕ савăнтăм. Çапла, мĕн пенсие тухнăранпах пулăшаççĕ мана Галина Алексеевна Львова вĕренекенĕсем. Хĕлле юр тăкаççĕ, çуркунне хуралтă хыçĕнчи шыв юххин çулне уçаççĕ. Пĕр çулхине çĕр улми шăтăкне шыв тухрĕ. С.Львова, Т.Евстафьев, Д.Алексеев (халĕ вĕсем кỹршĕ ялти шкула çỹреççĕ) çĕр улмине шăн ирĕличчен тесе кăвак çутăпах кăларса пачĕç. Нимĕнле ĕçрен те ютшăнмаççĕ хисеплĕ вĕрентекенĕн ачисем. Иртнĕ çул çил-тăвăл йăвантарнă карта юписене тăратрĕç, сурăхсен çăмне илме пулăшрĕç. Уяв кунĕсенче саламлама та манмаççĕ. Тĕмер ялĕн урамĕнчи тăвăр сукмак çинчен пăрăнса аслисене ăш пиллĕн çул пама, йывăр çĕклемне пайласа çăмăллатма хатĕр Галина Алексеевна вĕренекенĕсем. Ахальтен мар вĕрентекен ачасем çынсене юрăхлă пулччăр тесе чунне парса ырми-канми тăрăшать. Ачасен тавра курăмне тĕрлĕ енлĕ аталантарса тарăн пĕлỹ панипе пĕрлех вĕсене тавралăха упрама, ашшĕ-амăшне юратма, ватăсене хисеплеме, инкеке лекнĕ çынна алă тăсса пама, çынпа çын пек пулма вĕрентет Галина Алексеевна Львова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика