Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра виççĕмĕш

19 марта 2011 г.

 

19.03.2011
Канмалли кунсенче районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсем республикăри йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене хутшăннă. Вĕсенче Курнавăшри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Сергей Константинов палăрнă. Малтанхи кун вăл Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртура 5 километрлă дистанцие 12 минут те 32 çеккунтра чупса тухнă, финиша тăваттăмĕш çитнĕ, çитĕннисен пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçланă. Тепĕр кунне, 1995-1996 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинчи республика чемпионатĕнче, 1,5 километрлă спринтра темиçе хут старта тухнă, финалта виççĕмĕш вырăн йышăннă. Унăн вăхăчĕ - 3 минут та 54 çеккунт. Сергей Константиновпа пĕрле пĕрремĕш кун Канаш районĕнчи ачасен "Космонавт" сывлăх лагерĕнче пирĕн районти шкулсенчен кайнă ытти çамрăксем те япăх мар ăмăртнă. Акă, 1993-1994 çулсенче çуралнă хĕрсенчен Аслă Елчĕкри вăтам шкулти Наташа Афанасьева 3 çухрăмлă дистанцие 6-мĕш вĕçленĕ. 1995-1996 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен Шăмалакри вăтам шкулти Татьяна Сергеева 3 çухрăмлă дистанцире 8-мĕш вырăн йышăннă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти Феликс Ертмаков, Аслă Елчĕкри Николай Петрушкинпа Дмитрий Калашников, Курнавăшри вăтам шкулти Андрей Мясников та ăнăçлă ăмăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика