Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушлăха сирсе яр

12 марта 2011 г.

Вăраха кайнă алкоголизмпа асапланакан çамрăк çынсем хушшинче атеросклерозпа чĕре чирĕсем ытларах тĕл пулнине нумай кăтартусем çирĕплетсе параççĕ. Çакăн пек чухне, ытларах хĕрĕх çула çитменнисенех, инфаркт пулнине чылай сăнанă. Пĕр хутчен кăна ытлашши нумай ĕçни те чĕрене йывăр чирлеттерме пултарать. Алкоголизмпа аптăракансен сывлав системин ĕçĕ пăсăлнине те час-часах тупса палăртаççĕ. Ĕçке ернĕ çынсен, ĕçменнисемпе танлаштарсан, ỹпке сиенленни 3-4 хут часрах тĕл пулать. Бронхитпа пĕрлех пырпа карланкăн вăраха кайнă чирĕсем пулаççĕ, çавăнпа вĕсен час-часах сасси тытăнчăк е хăйăлти пулать. Ĕçке юратакансем шăннипе питĕ хăвăрт чирлеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен организмĕ чире хирĕç кĕрешеймест. Эрех-сăра апат ирĕлтерекен органсене, чи малтан хырăмлăха сиенлет. Эрех-сăра ĕçнипе пулнă гастрит чухне пыр хĕртет, ирхине кăмăл пăтранать, тем пек асапланса хăссан та çăмăллăх килмест. Ирхине выçварлах хăсăк килсен, кăкăр шăмми айĕнче хĕссе ыратсан, какрине килсен, çăварта тутлă мар пулсан, аппетит пĕтнин паллисем пулсан алкоголь хырăмлăха сиенленине пĕлтерет. Алкоголизмпа чирлесен хырăм ай парĕ те сиенленет. Уйрăмах йывăр, тỹрленмелле мар улшăнусем пĕверте пулаççĕ. Мĕншĕн тесен пĕвер организма кĕрекен наркăмăшсене сиенсĕрлетекен орган. Вар-хырăма кĕнĕ пĕтĕм алкоголь пĕверте ирĕлет. Вăл организмри ылмашу йĕркине пăсать, пĕвер клеткисене çуллантарать. Çавăнпа та унăн ĕçĕ йĕркерен тухать, чи малтанах организма наркăмăшлă япаласенчен хỹтĕлес ĕçĕ пăсăлать. Пĕвер сиенленсен пỹресен вăйлăрах ĕçлеме тивет, мĕншĕн тесен вĕсем организмран наркăмăшлă япаласене кăларса яма тытăнаççĕ. Наркăмăшлă япаласем пỹре витĕр тухса ăна шыçăнтараççĕ, çакă вара питĕ кирлĕ органăн ĕçне те йĕркерен кăларать. Эрех çын сывлăхне чи малтан вăрттăн сиенлет, çавна май сывлăх япăхланса пыни тỹрех мар, майĕпен сисĕнет. Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче çын хăйне япăх туйсан, вăй çукки сисĕнсен, ĕçлес пултарулăхĕ чаксан, вăл ăна алкоголь сиенĕ тесе шутламасть. Унсăр пуçне, çын организмĕ хăш-пĕр сиенлĕ япаласене хăнăхма пултарать, çавăнпа чир пуçланни малтанах çынна хăйне те, ыттисене те сисĕнмест. Чирлисем тухтăр патне алкоголь сывлăха пачах хавшатса çитерсен анчах пыраççĕ. Çавăн чухне çеç вĕсем эрех мĕн патне илсе çитернине ăнланса илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика