12 марта 2011 г.
Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Евгения Петровна Федорова Алтакки кунĕнче 95 çул тултарать. Вăл 1916 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Аслă Шăхаль ялĕнче Бобровсен йышлă çемйинче (13 пĕр тăван) çуралса ỹснĕ. Çăмăлах пулман ун пурнăçĕ: çамрăклах тăлăха тăрса юлнă, амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Выçăллă-тутăллă ачалăх. 7-8 çулта çурла тытса тыр-пул вырнă. Халĕ эпир пачах пĕлмен çĕмел, сурат, капан, ашăм аштарни текен сăмахсем кулленхи пурнăçра яланах пулнă. Мĕн пур ĕçе алă вăйĕпе тума тивнĕ. Ял çыннин ĕçĕ-хĕлĕ тăван çĕрпе çыхăннă. Арçынсемпе тан нумай ĕçре хул-çурăма авнă, суха пуç тытнă, лаша кỹлсе лавпа ĕççи вăхăтĕнче Шăхрана кашни кун тырă леçнĕ. Унтан вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсем, Улатăр енне вăрман касма, окоп чавма кайнисем, ураран ура утайми, кашăк тытайми ывăннисем, кайранхи çулсенче те Атăл леш енче торф кăларнисем нумай çул иртсен те чун-чĕререн тухмаççĕ-çке. Иртнине аса илет те, Евгения Петровнăн куçĕ шывланать. Кайран колхозра вăй-хала шеллемесĕр тар тăкнă: фермăра пăру, чăх-чĕп пăхнă. Чечек пек хитре хĕр-упраçпа Вырăскасси ялĕнчи Иван Федорович Федоров (йывăр тăпри çăмăл пултăр, тăватă çул каялла çĕре кĕчĕ) савса çемье çавăрнă. Икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса пăхса ỹстернĕ вĕсем, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ тĕп килте Гена ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать ватă. - Кун чухлĕ пурăнасса шутламан та. Турă сывлăх пачĕ пуль. Паянхи пурнăçа эпир тĕлленме кăна пултарнă. Пурте пур халĕ. Ỹркенмелле мар çеç, ĕçлесен укçи-тенки те пулĕ, - тет Е.П.Федорова. - Ачасем те, кин те, мăнуксем те лайăх пăхаççĕ. Пĕлтĕр савăнмалли те тупăнчĕ ватăшăн. Вăрçă ветеранĕсене тата тăлăха юлнă салтак арăмĕсене çурт илме тивĕçекен сертификата пачĕç ăна.