Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем вĕренỹре маттур

12 марта 2011 г.

Ачасене интереслентерес тĕллевпе Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта класс тулашĕнчи ĕçсем нумай иртеççĕ. Эпир, 8-мĕш класс ачисем, тĕрлĕ кружоксене çỹретпĕр. Занятисенче тĕрлĕрен кăсăк задачăсем шутлатпăр, кроссвордсемпе ребуссен тупсăмĕсене тупатпăр, олимпиада задачисене тишкеретпĕр. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пирĕн класри Ирина Волкова, Олеся Ефремова тата Наташа Федорова Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университет çумĕнчи математикăпа физика шкулĕ ирттерекен олимпиада çĕнтерỹçисем пулса тăчĕç. Çавăн пекех Санкт-Петербургра ирттерекен тĕнче шайлă "Третье тысячелетие" математика олимпиадинче Ирина Волковăпа Олеся Ефремова иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Кăçал та районта иртекен олимпиадăсенче пирĕн класс ачисем палăрчĕç: Валентина Ананьева акăлчан чĕлхипе тата математикăпа пĕрремĕш, вырăс литературипе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Наташа Федорова вара тăван ен культурине лайăх пĕлнипе палăрчĕ. Хальхи вăхăтра кружоксене çỹрекен ачасем республикăри "Юниор" дистанци олимпиадине хатĕрленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика