12 марта 2011 г.
В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ вырăс чĕлхи предмечĕпе ирттерекен "Русский медвежонок" конкурса хутшăнаççĕ. Кăçал çак конкурсра 115 ача тупăшрĕ. Йывăрлăха çĕнтерсе 37 вĕренекен дипломсемпе парнесем илме тивĕç пулчĕ. Вĕсенчен иккĕмĕш класран - 6 ача, виççĕмĕш класран - 4 ача, тăваттăмĕш класран - 5 ача. Уйрăмах Мария Тумановăна (4-мĕш класс), Стелла Абдулкинăна (6-мĕш класс), Надежда Абдулкинăна (6-мĕш класс), Геннадий Иванова (6-мĕш класс), Алексей Воронина (7-мĕш класс), Анастасия Усановăна (9-мĕш класс), Василиса Борисовăна (10-мĕш класс), Михаил Николаева (10-мĕш класс), Алексей Павлова (11-мĕш класс) палăртса хăварас килет. Вĕсем кашни çулах хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Ачасене конкурса хастар хутшăнтарнă вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсене Т.Д.Воронинăна, Н.П.Абдулкинăна, кĕçĕн класри ачасене вĕрентекенсене С.П.Васильевăна, Е.Д.Николаевăна, С.А.Арефьевăна регионри оргкомитет Тав хучĕ парса чысланă. Конкурса хутшăннă кашни вĕренекене сертификат панă.