Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹ отличници

12 марта 2011 г.

Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Наталья Траншкина вĕренỹ отличници. Вăл районта шкул ачисем хушшинче тĕрлĕ предметсемпе ирттерекен олимпиадăсене хастар хутшăнать. 2010 çулта 5 предмет олимпиадинче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Обществознани, право, тĕнчери илемлĕх культури предмечĕсемпе 1-мĕш, биологи, вырăс чĕлхи предмечĕсемпе 2-мĕш вырăнсене тухма пултарнă. Вырăс чĕлхипе 2009 çулта 8-мĕш класс хĕр ачи 9-мĕш класра вĕренекенсемпе тупăшса районта 1-мĕш вырăна тухнă, республикăри олимпиадăна хутшăннă. Таяпа Энтринчи пултаруллă ачасем Елчĕкри вăтам шкулта та лайăх вĕренеççĕ, олимпиадăсенче те призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Р.В.Макарова обществознани, право, тĕнчери илемлĕх культури предмечĕсемпе олимпиадăна хутшăнакан вĕренекенсене питĕ тĕплĕ хатĕрлет. Çавăнпа кашни çулах унăн вĕренекенĕсем çак предметсемпе олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Наталья Траншкинăн аппăшĕсем - Маринăпа Анюта Шупашкарта ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлỹ илеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ виçĕ маттур хĕрĕшĕн чунтанах савăнаççĕ. Мăнукĕсене пăхса ỹстерсе вĕрентсе воспитани парас ĕçре асламăшĕн - Анюк аппан тỹпи те пысăк. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне вĕсене асламăшĕ пăхнă. Вăл ачасене лайăх вĕренме кăна мар, ĕçлесе укçа тума та хăнăхтарнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче мĕн пĕчĕкренех вĕсене хăйпе пĕрле Ф.А.Шадриков фермер патне севок çумлама, çăлма, унтан пуçтарса тасатма илсе çỹренĕ. Кайран мăнукĕсем хăйсем тĕллĕнех унта ĕçлеме çỹренĕ, хăйсем валли тыткаламалăх укçа тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика