12 марта 2011 г.
Федерацин çăмăллăхçисене паракан социаллă пулăшу пуххин тытăмĕ 2011 çултан улшăнчĕ. Çавна май ăна тивĕçекенсене соцпакетпа çыхăннă чылай ыйту канăçсăрлантарать. Вĕсене РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçин çумĕ В.Павлова хуравлать. - Социаллă пулăшу пуххине халĕ мĕн-мĕн кĕрет? - Федерацин 2010 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнчи 345-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен соцпакет виçĕ - эмел, санаторипе курорт тата транспорт - пайран тăрать. Пĕрремĕш пайĕ врач рецепчĕпе тỹлевсĕр эмелпе, медицина тĕллевлĕ хатĕрсемпе тата сусăр ачасене сиплев апатланăвĕн ятарлă çимĕçĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă. Санаторипе курорт пайĕ - тĕп чир-чĕртен профилактика тумашкăн медицина кăтартăвĕсем тăрăх санаторипе курорт сиплевĕн путевки уйăрасси. Транспорт пайне хула çывăхĕнчи пуйăспа тỹлевсĕр çỹресси тата санаторие хуласен хушшинчи транспортпа çăмăллăхпа кайса килесси кĕрет. Урăхла каласан, соцпакетăн медицина пайне икке пайланă. Çăмăллăхçăсен шухăш-кăмăлне шута илсе çапла тунă: пĕрисене эмел кирлĕ, теприсене - санаторипе курорт сиплевĕ. Апла тăк, тĕслĕхрен, уйăхсерен тỹлевсĕр эмел илме юрать, санаторие каяс вырăнне - укçа. Е тепĕр майлă. - Соцпакетăн тата унăн пайĕсен хакĕсем мĕнлерех? - Соцпакетăн тулли хакĕ 705 тенкĕпе танлашать. Çав шутра: эмел пайĕ - 543, санаторипе курорт пайĕ - 84, транспорт пайĕ 78 тенкĕ. - Соцпакета хирĕçлесси е ăна çĕнĕрен илсе тăма пуçласси пирки заявлени памалли вăхăт улшăнман-и? - Гражданинăн социаллă пулăшу пуххин эмел тата санаторипе курорт пайĕсемпе хуçаланмалли ирĕкне шута кăçалах илмешкĕн ăна хирĕçлес е çĕнĕрен илме тытăнас пирки пĕлтерме саккунпа куçăм тапхăрне палăртнă: 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени памалла. Ку срокчен ăна 2008 çултан пуçласа 2010 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрта соцпакета пĕтĕмпех е унăн медицина пайне пĕр хутчен те пулсан хирĕçленĕ е асăннă çăмăллăхсен ирĕкĕпе усă курасси пирки пĕлтернĕ федераци çăмăллăхçисем çырма пултараççĕ. Пенси фондне пурин те васкаса каймаллине пĕлтермест çакă: соцпакет ирĕкĕ пур çын хăй шухăшне улăштарас тĕллевлин кăна заявлени памалла. Сăмахран, çар ĕçне хутшăннă çын çамрăк тата сывлăхĕ кăштах хавшанă тейĕпĕр. Тỹлевсĕр эмел кирлĕ мар ăна, профилактика тĕллевĕпе санаторие кайса сипленни вара вырăнлă. Ку таранччен вăл соцпакетăн медицина пайне хирĕçленĕ, халĕ вара ăна çĕнĕрен пама тата эмел хакне укçан саплаштарма ыйтса 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çырса пĕлтерме пултарать. Уйрăммăн палăртмалла: ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен панă заявленисем тепĕр уйăхăн 1-мĕшĕнчен вăй илеççĕ. Урăхла каласан, йышăнăвăра улăштарас тетĕр тĕк Пенси фондне çитсе килессине пуш уйăхĕн вĕçне çитиччен ан тăсăр: кăрлач уйăхĕнче панă заявлени - нарăсăн 1-мĕшĕнчен, нарăсра çырни пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕрет. - Заявление ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çырмасан? - Ун пек чух нимĕн те улшăнмасть. Çын соцпакета 2011 çулта унчченхи пекех илсе тăрать. 2012 çулхи пирки (çăмăллăх кирлĕ-и е укçа-и?) кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен уçăмлатмалла. Шухăша улăштарманнисен Пенси фондне çỹреме тивмĕ.