12 марта 2011 г.
Пурнан пурнăçра тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулатпăр: хăшĕ-пĕрисем хăйсен ырлăхĕшĕн çеç пурăнса ирттереççĕ, теприсем вара, самани çăмăл мар пулин те, ыттисен нуши пирки те манса каймаççĕ, пулас ăру шăпи пирки шутлаççĕ. Ку ытларах учительсен ĕçĕпе çыхăннă. Хальхи ăру малашне хăйĕн кăмăл-сипечĕпе, çынлăх тĕлĕшпе епле пуласси учительсенчен те нумай килет. Вĕрентекен кашни кун çамрăк ăрăва ăспа пĕлỹ парса малалла чĕнет. Шăпах çакă ĕнтĕ ăна вĕрентỹпе воспитани процесĕнче çĕнĕ майсем шырама хистет, вĕçĕмсĕр шыравра пулма ыйтать. Учитель ачасене вĕрентнĕ чухне методика çĕнĕлĕхĕсем шырамасан çитĕнỹсем те тăваймĕччĕ. Шăпах çакна асра тытса ĕçлет те Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература учителĕ Людмила Аркадьевна Енедерова. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Каçал тăрăхĕнче пĕр çул ĕçленĕ хыççăн шăпа ăна хамăр района илсе килнĕ. Кашни ир шкула, ачалăхра иккĕмĕш кил пулнă çурта, çĕкленỹллĕ кăмăлпа тухса утать, мĕншĕн тесен унта ăна вĕренекенсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пĕлỹлĕх тĕнчинче ялан мĕнле те пулин çĕннине кĕтеççĕ-çке вĕренекенсем. Кашни ача хăйне евĕр: пултарулăхĕ те, кăмăлĕ те тĕрлĕрен. Людмила Аркадьевнăн тивĕçĕ - ачасен чунне, ăс-тăнне вăратса пĕлỹ патне туртăнма, ытларах пĕлме хăнăхтарасси. Хальхи вăхăтра ачасем пушă вăхăта ытларах телевизор е компьютер умĕнче ирттереççĕ. Людмила Аркадьевна вара вĕсене нумайрах кĕнеке вулама явăçтарать. Кĕнеке - чи шанчăклă юлташ, пĕлỹпе кăмăл-туйăм çăл куçĕ пулнине пĕлтерет. Çавăнпа та вăл ачасемпе ытларах пулма тăрăшать. Людмила Аркадьевна - пĕрремĕш категориллĕ педагог, кулленех аталанма, вĕренỹри çĕ-нĕлĕхсене, паха опыта алла илме тăрăшать. Пултарулăхĕпе туллин усă курнă ĕçре çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Вĕренỹре вăл инноваци технологийĕсемпе анлă усă курать. "Унăн урокĕсенче вĕренмелли пирĕншĕн те нумай", - теççĕ пĕрле ĕçлекенсем. Педагогăн вĕренекенĕсем чăваш чĕлхипе кăсăкланса тĕпчев ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Унăн вĕренекенĕсем олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурссенче, "Excelsior" фестивальте, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен ăслăлăх практика конференцийĕсен пултарулăх проекчĕсенче тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Республика шайĕнче "Ачалăх çулĕ" тата Г.Н.Волков этнопедагог 80 çул тултарнă ятпа ирттернĕ сочиненисен конкурсĕнче Игорь Егоров 1-мĕш вырăн йышăннă. И.Я.Яковлев 160 çул тултарнине, Çеçпĕл Мишши 100 çул тултарнине, Митта Ваçлейĕн юбилейне халалласа ирттернĕ интернет-олимпиадăсенче унăн вĕренекенĕсем каллех призерсем. Чăваш Республикинче çĕнĕ технологипе ирттернĕ "Звучи, родной чувашский язык!" поэзи номинацире вĕренекенсем 2-мĕш вырăн йышăннă. Краеведенипе ирттернĕ "Мой чудный край чувашский" олимпиадăра Игорь Егоров 3-мĕш вырăн йышăннă, ĕçне республикăна ярса панă. Чăваш патшалăх университечĕ ирттернĕ "Янра, чăваш чĕлхи" конкурсра унăн вĕренекенĕ çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Çавăн пекех регионсем хушшинче иртекен "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсра та унăн вĕренекенĕсем малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Мускавра ирттернĕ "Моя жизнь в моих руках" конкурсра Игорь Егоров çĕнтерỹçĕ пулнă. Кăçал 7-мĕш класра вĕренекен Василий Тимофеев сăвă çырса республика шайĕнче иртнĕ "Хавхалану çăл куçĕсем" фестивальте 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Унăн предметне кăмăлланипех чылайăшĕ çав специальноçа суйласа илнĕ: Татьянăпа Ольга Баймушкинасем, Валентинăпа Ольга Никитинасем, Маринăпа Алина Багадеровасем, Людмила Егорова, Алина Александрова, Юлия Якимова. Хулари шкулсенче ĕçлекенсем те пур. Хальхи вăхăтра университетра чăваш уйрăмĕнче ăс пухакан Марина Кумячева час-часах хăйĕн вĕрентекенĕ патне ырă канашсем илме килет, уроксенче пулать. "Май тупăнсан Людмила Аркадьевна патне çитетĕп. Çепĕç сассине итленĕçемĕн итлес килет. Çавăнпах унăн çулне суйласа илтĕм", - тет студентка. Эппин, тăрăшса вăй хуни сая каймасть. Хăй хыççăн пĕлỹ тĕнчинче хунавсем хăварнинчен ырри мĕн пултăр. Людмила Аркадьевна 7-мĕш класра вĕренекенсен ертỹçи. Вĕсене вăл хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхтарать, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине мала хурать. Ертỹçĕ пуласси йывăр та кăткăс ĕç. Чун-чĕрепе ялан çамрăк пулмалла. Вăл вĕрентнĕ ачасем хушшинче йĕркене пăсакансем çук. Класĕ шкулта, районта иртекен мĕн пур конкурса хутшăнать. Сăпайлă та маттур, харсăр та пултаруллă, чăннипех чунне парса тăрăшакан педагог Людмила Аркадьевна Енедерова (Филатова). Вăл 19-мĕш ĕмĕртенпех пуçланнă учительсен-Филатовсен династине тĕпчесе çырчĕ. Пĕтĕмпе ĕç стажĕ - 345 çула çитет. Çапла, пирĕн педагог тĕпчет, çырать, ыттисене пулăшма тăрăшать. Унăн заметкисем район хаçатĕнче, "Халăх шкулĕ" журналта пичетленеççĕ. Педагог 2005 çулта "Çулталăк учителĕ" конкурсра палăрчĕ, 2008 çулта иртнĕ "Педагогика и мастерство" конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ахаль лармасть пирĕн педагог: сăвăсем çырса конкурссене хутшăнать. Пĕлтĕр учительсен çулталăкне халалласа ирттернĕ "Учительсен гимнĕ" конкурсра диплом илме тивĕç пулчĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнче иртнĕ "Поэзи çăлтăрĕсем - 2010" конкурсра сăвă вуласа 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Людмила Аркадьевна обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Шкулта темиçе çул ĕнтĕ ăна педканашăн секретарĕн ĕçне туса пыма шаннă. Тăрăм ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май ял çыннисемпе тачă çыхăнура. Ăçтан ĕлкĕрет-ши пултаруллă педагог? Хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕхĕ те нумай. Мăшăрĕ Николай Георгиевич, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче инженер пулса тăрăшаканскер, часах ĕçрен таврăнаймасть. Килĕшỹллĕ çемьере виçĕ ача ỹсет. Вĕсем аслă шкулта пĕлĕвĕсене тăсаççĕ. Ачасене лайăх вĕрентнĕшĕн, шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн учителе пĕрре мар Хисеп хучĕсем, дипломсем, парнесем парса чыс тунă. 2009 çулта Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин грамотине тивĕç пулни ăна тата ытларах ĕçлеме хавхалантарать. Ĕнел хĕрĕ хăйĕн професси ăсталăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пире тĕ-лĕнтерет. Вĕренекенсемшĕн те, ĕçтешĕсемшĕн те Людмила Аркадьевна ĕçченлĕхĕпе ăнтăлу тĕслĕхĕ пулса тăрать.
Сăн ỹкерчĕкре: Л.Енедерова ачасемпе.