Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăснă

12 марта 2011 г.

"Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси" наци программи пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пытăр тесен граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕçе хутшăнакансен кашнийĕн йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Федерацин "Пурăнмалли çурт-йĕр" тĕллевлĕ программин "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммăна хутшăннă çамрăк çемье Елчĕк район администрацийĕ хăйне çумпрограммăна хутшăнакансен списокĕпе паллаштарманран район покуратурине ыйтупа тухнă. Çакăн хыççăн прокуратура ĕçченĕсем Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче асăннă ял тăрăхĕн администрацийĕ "Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси" наци программинче палăртнă йĕркесене пăхăнманнине, çумпрограммăна хутшăнакансене кашнинех ятарлă списокпа çăмăллăн паллашма майсем туса паманнине тупса палăртнă. Çак çитменлĕхе пĕтерме хушса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕшĕпе представлени çырнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика