12 марта 2011 г.
![Омск облаçĕнче иртет Омск облаçĕнче иртет](../Home/594//foto/oxrana.gif)
Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнчи Валерий Ярды олимпиец ячĕллĕ культурăпа сывлăх центрĕнче республикăри хĕллехи ял спортăн V вăййисен финалти ăмăртăвĕ вĕçленчĕ. Икĕ çулта пĕрре ирттерекен çакăн пек пысăк спорт уявне хутшăнакансене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ А.Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Малов тата Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Мурашкин саламларĕç. Старта чи малтанах механизаторсем тухрĕç. Вĕсен хăйсене шанса панă тракторпа питĕ ăста ĕçлеме тата унпа хăвăрт çỹреме çеç мар, йĕлтĕрпе чупма та, хресчен вăйне гимнастика снарячĕ çинче те кăтартма пĕлмелле. "Хурçă ута" çỹреттерессипе "Прогресс" АХОри Владимир Ефимов иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Çак хуçалăхри Александр Чернов командăшăн ăмăртса улттăмĕш вырăн йышăнчĕ. Ĕне сăвакансен виçĕ енлĕ ăмăртăвĕнче вун сакăр районтан килнĕ 23 çын ĕне сумалли аппарата салатса пухас енĕпе, гимнастика хăнăхтарăвĕнче, йĕлтĕр трассинче тупăшрĕç. Çакăн пек кăсăклă кĕрешỹре пуринчен те вăйлăраххи тата ăстараххи Çĕмĕрле районĕнчи Г.Бельцов пулчĕ. Пирĕн районти Ленин ячĕллĕ хуçалăхри Денис Чернов, "Сатурн" ЯХПКри Владимир Кукурузов командăпа виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Пуш уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче Омск облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисен финалĕ иртет. Вĕсенче Чăваш Ен чысне спортăн вунă енĕпе Çĕмĕрле районĕнче иртнĕ спорт уявĕнче çĕнтернĕ чи вăйлă спортсменсем уйрăм командăсемпе хутшăнаççĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнчи ăмăртăва хутшăннă спортсменсем.