10 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Çавăнпа вĕсем йăла-йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ. Кавалти культурăпа кану центрĕн виçĕ ялăн уявĕнчи "Айтăр-ха, аннесем!" конкурса 3 бригадăри 3-шер çын хутшăнчĕç. Л.Капламова малтанах "Аннесем пире кирлĕ, аннесем пирĕн хакли" тематикăпа презентаци лартса пачĕ. Ун хыççăн сцена çине чăваш наци тумĕсемпе конкурса хутшăнакансем тухрĕç, çăварни юрри шăрантарчĕç. Конкурсантсем "Çамрăк анне", "Хальхи мода", "Эсĕ чи хакли, чи çамрăкки", "Пурнăçри чи шỹтлĕ пулăм", ташăпа, юрăпа, сăвăпа савăнтаракансем пулчĕç. "Малалла-1" командăри" "Шỹтсемпе култарар-ха", "Хамăрла" командăри В.Соловьева "Золушка" конкурсра, "3-с" командăри юрă та халăхăн кăмăлне çĕклерĕ. "Хамăрла" команда (Кавал) "Комбайн" ЯХПК профсоюзĕн куçса çỹрекен кубокне çĕнсе илчĕ. Унтан "Комбайн" ЯХПК председателĕ Г.Федоров хĕрарăмсене ăнăçу сунчĕ, кашни командăна дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин кашни хутшăнакана дипломсем пачĕ. Çакăн пек мероприятине ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн "Комбайн" ЯХПК правленине тата профсоюзăн вырăнти комитетне тав тăватпăр.