Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ кунран кая юлмасăр

10 марта 2011 г.

Чăваш Енре, çав шутра районта та, тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Çавна май гражданлăхпа çыхăннă ыйтусене хаçат урлă çутатни вырăнлă. Киргизи Республикин Раççей Федерацийĕнчи посольствинчен çак кунсенче çакăн евĕр хыпар килчĕ. Киргизи Республикин тулаш миграцийĕ (çынсем пурăнма урăх çĕр-шыва куçни) çинчен калакан 49 номерлĕ саккунпа килĕшỹллĕн, асăннă республикăра пурăнакансен Раççей Федерацине е урăх çĕр-шыва 3 уйăхран ытлана пурăнма куçас пулсан, унти дипломати представительствинче е консульство учрежденийĕнче 3 кун хушшинче регистрациленмелле. Çакăн хыççăн граждансене ятарлă справкăпа тивĕçтереççĕ, паспорт çине Раççей Федерацине яланлăх пурăнма куçнине тата консульство учетне тăнине çирĕплетсе штамп, Киргизи Республикин Раççей Федерацийĕнчи посольствин пичетне лартаççĕ. Тĕплĕнрех Раççей Федерацийĕн миграци службин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕнчен 2-56-54 номерпе ыйтса пĕлме пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика