10 марта 2011 г.
Сывлăх кашни çыншăн питĕ хаклă пуянлăх. Ăна сутаканĕ те çук, укçалла та илеймĕн. Ачасен сывлăхĕ мĕн пĕчĕкренех çирĕп пултăр тесе пуçламăш классене вĕрентекенсем сахал мар тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе тĕрлĕрен калаçусем ирттеретпĕр, сиенлĕ йăласемпе туслашмалла маррине, сывлăх тусĕсем физкультура урокĕсемпе спорт вăййисем пулнине ăнлантаратпăр. Физкультурăна юратчăр, спортпа туслашчăр тесе класс тулашĕнче тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем "Хаваслă старт", "Кĕрхи тата çурхи кросс", "Йĕлтĕр йĕрĕ" вăйăсене хаваспах хутшăнаççĕ. Шкулта иртекен спорт вăййисене ашшĕ-амăшне хутăштарсан тата витĕмлĕрех. Çавăнпа та кашни çулах Тăван çĕр-шыва хỹтĕлекенсен кунне халалласа "Атте, анне, эпĕ - спортпа туслă çемье" вăйă ирттеретпĕр. Унта 1-3-мĕш классенче вĕренекен ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Спорт уявне хутшăнма ултă çемье кăмăл турĕ: Александровсем, Прохоровсем, Павловсем, Садовниковсем, Сапожниковсем, Сергеевсем. Вĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Хĕрỹ тупăшура Прохоровсен, Садовниковсен, Сапожниковсен çемйисем тавçăруллăрах, вăр-вартарах, хăюллăрах пулни палăрчĕ. Вăйăсем хушшинче С.Марков, Н.Сапожникова, О.Павлова, Н.Прохоров, Д.Михеев, Н.Александров юрăсемпе савăнтарчĕç.