Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейри ялти спорт вăййисене хутшăнаççĕ

10 марта 2011 г.

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче республикăри ялти спорт вăййисенче кире пуканĕ йăтакансем ăмăртнă. Республикăри районсенчен çĕре яхăн спортсмен хутшăннă. Командăра 2 арçын тата 2 хĕр. Арçынсем 24 килограмлă кире пуканне кăкăр çинчен тĕртсе, сулахай тата сылтăм алăсемпе сулласа йăтса, хĕрсем 16 килограмлă кире пуканне сулахай тата сылтăм алăсемпе сулласа йăтса ăмăртнă. Пирĕн районтан Елчĕк ял тăрăхĕн команди хутшăннă. Ĕнел ялĕнчи Надежда Николаева 70 килограмран йывăртарах виçере ăмăртса 4-мĕш вырăна йышăнма пултарнă, Олег ывăлĕ 95 килограмлă виçере, Вера хĕрĕ 60 килограма çитичченхи виçере пĕрремĕш вырăна тухнă. ДЮСШ преподаватель тренерĕ Олег Федоров 85 килограма çитичченхи виçере пĕрремĕш вырăн йышăннă. Елчĕк ял тăрăхĕн команди - 2-мĕш вырăнта. Хăш команда вăйлăраххи эстафетăра палăрать. Кунта 2 хĕрпе 2 арçын хутшăнаççĕ, кашниех 3-шер минут кире пуканне сулласа йăтать. Елчĕк ял тăрăхĕн команди 296 очко пухса Раççейри ялти спорт вăййисене хутшăнать. Вăл пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Омск хулине кайма хатĕрленет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика