10 марта 2011 г.
Раççейри пенсионерсен канашĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полномочиллĕ представителĕ Л.Горшкова тата вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ С.Терентьева хăйсене шанса панă обществăлла ĕçсене пĕр-пĕринпе канашласа пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсем пенсионерсемпе вăрçăпа ĕç ветеранĕсен пурнăçне кăсăклăрах тăвассишĕн тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Лайăх сасăллă, юрлама юратакан пенсионерсем фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вĕсем кашни эрнере районти библиотекăна пуçтарăнса репетицисем ирттереççĕ. Г.Московская искусство шкулĕнче талантлă ачасене музыка ăсталăхне вĕрентнĕ. Халĕ вăл пенсионерсен фольклор ушкăнне ертсе пырать. И.Шурбин музыкантпа иккĕшĕ репетицисем ирттерсе тĕрлĕ уявсем тĕлне концертсем хатĕрлеççĕ. Малашне ваттисен çурчĕсенче те пуласшăн, май килсен ялсенче те кон- цертсем йĕркелесшĕн. Л.Горшковăпа С.Терентьева хăйсем те çак ушкăнра юрлаççĕ. Ертỹçĕсем ватăсене кил-тĕрĕшрен тухса кăштах курса çỹреччĕр тесе тĕрлĕрен экскурсисем те йĕркелеме ỹркенмеççĕ. Л.Горшкова тăрăшнипе нумаях пулмасть Çĕрпỹ хулинчи мăнастире çитсе куртăмăр. Ун хыççăн Шуршăла А.Г.Николаев космонавт музейне курма кайрăмăр. Пĕр 30 çул каялла та пулĕ эпĕ шкул ачисене Шуршăла космонавт музейне илсе кайнăччĕ, унтанпа урăх пĕрре те пулса курманччĕ. Маншăн тĕлĕнмелли питĕ нумай пулчĕ. Халĕ музей кермен пек пысăк кирпĕч çуртра вырнаçнă, курса çỹремелли залсем те нумай, экспонатсемпе питĕ пуян. Музей патĕнчи А.Г.Николаев космонавт вил тăприйĕ çине мрамортан часавай туса лартнă, куполне çĕмрĕлмен кĕленчепе витнĕ. Чăваш космонавчĕн музейĕ тĕнче шайĕнчи музей пулса тăнă. Раççейри космонавтсем, çĕр-шыври паллă çынсем А.Г.Николаев вил тăприйĕ çине асăнма килсен хăйсен ячĕпе чăрăшсемпе хырсем лартса хăвараççĕ. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ экскурсире пулса куртăмăр, йăлтах тỹлевсĕр çỹрерĕмĕр. Л.Горшкова малтанах тăрăшса спонсорсемпе калаçса татăлнă. Экскурсие кайса килме район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый тỹлевсĕр автобус уйăрса панă. Шупашкарти депутатсен хула пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Госснабĕн уçă акционерлă обществин генеральнăй директорĕ Валерий Антонов хăйсен столовăйĕнче пире тỹлевсĕр апат çитерчĕ. Елчĕкри ритуал предприяти ертỹçи Л.Григорьев экскурси тăкакĕсене саплаштарма пулăшрĕ. Ватăсене çакăн пек хисеп тунăшăн спонсорсене чун-чĕререн тав тăватпăр. Вĕсем сума суни пенсионерсене малалла хавхаланса пурăнма пулăшать, алă усса ларма памасть, ырă ĕç тума хистет.