Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлле хурчĕсене çăлса хăварасчĕ

10 марта 2011 г.

Вĕлле хурчĕсене çăлса хăварасчĕ Пĕлтĕрхи шăрăх çу хурт-хăмăрçăсем умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Шăрăх çанталăк вĕлле хурчĕсене нумай сиен кỹчĕ. Çуркунне вĕсем пĕрремĕш вĕçеве ăнăçлă турĕç, хĕлле пуçтарăннă йывăрлăхран тасалчĕç, амасем чиперех сапма пуçларĕç, çемьесем аталанса пычĕç. Вăйлă çемьесем чечек тусанĕ (пыльца) пуçтарма пултарчĕç. Пыл вăхăчĕ çывхарса пынă тĕлне çемьесем çителĕклĕ йыш пуçтарса хатĕрленсе çитрĕç. Шел пулин те, сывлăш температури пысăк пулнипе, çумăр çуман пирки пыл паракан курăксем нектар кăларма пăрахрĕç, çавна пула вĕлле хурчĕсем ирхине пĕр-икĕ сехет вĕçнĕ хыççăн нектар (пыл) пуçтарас вырăнне вĕлле умĕнче купаланса лара пуçларĕç, вĕллери температура пысăкланса ан кайтăр тесе çунаттисемпе сывлăша хăваласа (вентиляци) чакарса тăма хăтланчĕç. Ун пек тумасан вĕллери çăвăрлă рамкăсем юрăхсăра тухма пултараççĕ. Нумай вĕлле хурчĕ, шалти сывлăш температури ỹссе ан кайтăр тесе, шыв илсе килсе йăвана сивĕтсе тăчĕ. Пыл вăхăчĕ хăвăрт иртсе кайрĕ, магазинсене, корпуссене пыл сахал хутшăнчĕ. Сывлăш типĕ те пăчă пулнине кура вĕллери ама хурчĕсем çăвăр сапма пăрахрĕç. Ама хурчĕ йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен йăвара сывлăш температури 36-37 градус пулмалла, пĕлтĕрхи çу кунĕсенче çанталăк нумай вăхăт хушши 40-42 градус таран тăчĕ, çумăр çумарĕ. Хĕвел çинче ларакан вĕллесене тата та йывăр пулчĕ, мĕншĕн тесен шалти сывлăш питĕ вĕриленсе каять. Çав сăлтава пула вĕлле хурчĕсем умне питĕ пысăк хăрушлăх тухса тăчĕ. Август уйăхĕнче амасене çав тери лайăх ĕçлеттерме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра сапнă шăркасенчен хĕл каçмалли хуртсем çуралаççĕ. Анчах 2010 çулхи çанталăк ытти çулсемпе танлаштарсан чылай уйрăлса тăчĕ. Çав шăрăха пула вĕлле хурчĕсем хĕл каçма сахалтарах йышпа кĕчĕç, унсăр пуçне апат калăпăшĕ те ытти çулсенчен сахалтарах пулчĕ. Çавăнпа кăçал çуркунне утарçăсем умĕнче йывăрлăхсем пулаççех. Апат калăпăшĕ сахал пулнине шута илсе, ытти çулхипе танлаштарсан вĕлле хурчĕсене маларах канди парса пулăшмалла. Унсăрăн вĕсем выçăпа вилме пултараççĕ. Утарçăсен çуркунне çывхарса килнĕ май тимлĕхе уйрăмах ỹстермелле. Вĕлле хурчĕсене тăтăшах тĕрĕслесе-итлесе тăмалла, хăть хăш вăхăтра та вĕсене пулăшма хатĕр пулмалла. Унсăрăн пысăк çухатусем пуласси куç кĕрет. Пирĕн умра тăракан задача халĕ, хисеплĕ утарçăсем, мĕнле те пулсан вĕлле хурчĕсене сахалтарах çухатусемпе хĕл каçарасси. Нумай чухне хурт-хăмăрçăсем вĕлле шутне сыхласа хăвараймаççĕ, хĕл каçнă хыççăн вилнĕ вĕллесен шутне çулла çĕнĕрен ĕрчетсе çитереççĕ те тепĕр хĕл каçнă хыççăн татах сахалланнă вĕллесен шутне ỹстерме хăтланаççĕ. Вĕлле хурчĕсен йышне чакарас марччĕ. кăнтăр районĕсенчи хурт-хăмăр усракансене пулăшса пыма эпир яланах хатĕр. Умри йывăрлăхсене шута илсе мартăн 11-мĕшĕнче Патăрьел район администрацийĕн акт залĕнче çуркуннехи семинар-канашлу ирттерме палăртрăмăр, пурне те унта хутшăнма чĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика