Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлу иртнĕ

10 марта 2011 г.

Республикăра ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелесе пырас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине районти канашлура сỹтсе явнă. Унта ĕç паракансем тата Чăваш Республикинчи ĕçпе тивĕçтерекен служба ĕçченĕсем - профориентаци, професси пĕлĕвĕ парассипе ĕçлекен пай начальникĕ С.Иванова, ĕçпе тивĕçтерессипе тата миграци енĕпе ĕçлекен пай начальникĕн çумĕ Т.Аскарова хутшăннă. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова уçнă. Пухăннисен умĕнче чи малтан халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ М.Васильева тухса калаçнă, вырăнти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă. Çынсене ĕç тупса парассипе çирĕплетнĕ тĕллевлĕ программа республикăра мĕнле пурнăçланса пыни çинчен ĕçпе тивĕçтерессипе тата миграци енĕпе ĕçлекен пай начальникĕн çумĕ Т.Аскарова доклад туса панă. Вăл ятарлă вĕренỹ учрежденийĕсенче вĕренсе алла специальноç илнĕ çамрăксене стажировкăсене явăçтарас, ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене хăйсем тĕллĕн ĕçе пикенме пулăшас, инвалидсене ĕçе вырнаçтарас, инвалид ачасен ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене тишкернĕ. Тухса калаçакансем пухăннисен нумай ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика