10 марта 2011 г.
Хĕле ăсатни кăçал шăпах Кĕçĕн çăварни кунĕпе тĕл килчĕ. Çанталăкĕ те çак кун ыттисенчен ăшăрах, хаваслăрах туйăнчĕ. Кăнтăрла иртсен çеç çил-тăманĕ куç курми вĕçтерчĕ. Ниепле те парăнасшăн мар иккен сивĕ хĕл. Кăçал вăл ахаль те юрпа савăнтарчĕ, сивĕпе тĕлĕнтерчĕ. 11 сехетре район центрĕнчи Тĕп лапамра юрă-кĕвĕ инçете саланчĕ. Кунтах районти тĕп библиотека хĕрĕсем уява килнисене çуллă икерчĕпе, вĕри чейпе сăйлаççĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хĕле ăсатма нихçанхинчен асра юлмаллла хатĕрленнĕ. Сцена çинче Хĕл Мучипе Юр Пике сивĕ кунсемпе сыв пуллашрĕç, вĕсемпе пĕрле тусĕсем те шартлама хаяр кунĕсене ăсатса ăшă çуркуннене кĕтсе илме хавас пулнине пĕлтерсе янăравлă юрăсем шăрантарчĕç. Унтан район халăхне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çăварнипе, хĕле ăсатса янипе саламларĕ. "Канса та ывăнтăмăр. Часах хĕрỹ ĕç _ çур аки пуçланать. Ăна лайăх ирттерсе ярар. Паян каçару ыйтмалли вырсарни кун. Каçарăр мана", _ терĕ Николай Петрович ĕлĕкрен пыракан йăлана пăхăнса. Анчах та мĕн авалтан çăварнинче катаччи чупни манăçа тухса пырать. Унчченхи пек çывăхри ялсенче пурăнакансем лашасем кỹлсе, тăрантасĕсене илемлетсе ăмăртмалла катаччи ярăнакан курăнмасть юлашки çулсенче. Питĕ шел, хĕле ăсатнин илемĕччĕ вăл. Çавăнпа та-и, тен, уявра халăх та ытти çулхисенчен сахалтарах. Уява курма килнисен вара кичемленме вăхăт пулмарĕ. Хăшĕсем юрă-кĕвĕ ытамне путрĕç, теприсем спорт ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, "Тантăш" фольклор ушкăнĕ, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем, Шурбинсемпе Архиповсен çемйисем, Аслă Елчĕкри, Патреккелти юрă-ташă ăстисем илемлĕ те савăк юрăсем нумай парнелерĕç. Аслă Елчĕкри, Патреккелти арçынсем хĕрарăмсене пуш уйăхĕн 8-мĕшĕпе юрату юррисемпе савăнтарчĕç. Чуна тыткăнлакан юрăсем янăранă май ахаль пăхса тăраймăн, урасем хăйсемех кĕвĕ илемĕпе ташша яраççĕ. Спорта кăмăллакансем ытларах арçынсем пулчĕç хальхинче. Кире пуканĕ йăтакансене курса тăракансем уйрăмах нумаййăн. 24 килограмлă кире пуканне йăтса Ĕнелти О. Николаев çĕнтерчĕ. Сăмах май каласан, Николаевсем çемйипех спортăн çак енĕпе туслă. Амăшĕ, Надежда Ивановна, та кире пуканĕ йăтать. Олегпа Вера спорт мастерĕн кандидачĕсем. Николай _ пĕрремĕш разрядлă спортсмен. Хĕрсем 16 килограмлă кире пуканĕ йăтрĕç. Аслă Елчĕкри А.Питакова ăна 40 хутчен çĕклерĕ. Районта армспорт вăй-йине те юратаççĕ. Ỹркенменнисем пурте хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхаççĕ. Хальхинче Е.Михайловăна (Елчĕк) çитекенни пулмарĕ. Арçынсенчен чи вăйли _ С.Солин (Тĕмер). Хăрах йĕлтĕр сырса чупакансем хушшинче ытларах çамрăксем пулчĕç. А.Питакова (Аслă Елчĕк) финиша чи малтан вĕçлерĕ. Кашни çулах çакăн пек уявра калуш ывăттараççĕ. Кунта та ытларах хĕрсем тупăшаççĕ. О.Тябукова (Елчĕк) чи инçете ывăтаканни пулчĕ. Канат туртакансен тупăшăвĕ те хĕрỹ иртрĕ. Аслă Елчĕк хĕрĕсемпе каччисем кăçалхи уява тупăшсах хатĕрленнĕ пулĕ. Елчĕк хĕрĕсем темле парăнасшăн пулмарĕç пулин те вĕрене туртса илчĕçех вĕсем. Арçыннисем те районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене парăнтарчĕç. Уяв савăк кăмăлпа иртрĕ. Юрă-ташă ăстисене, спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ паттăрсене парнесем парса чыс турĕç. Ырă мар ĕçсене, киревсĕр те усал йăласене пăрахăçласа, тĕп туса катемпие çунтарсах ячĕç. Ырри çеç пултăр пурнăçра.
Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.