10 марта 2011 г.
Çĕр ĕçченĕн уя тухас вăхăчĕ нумаях та юлмарĕ, вăл кунран-кун кĕскелсех пырать. Апла пулин те районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче вăрлăх хатĕрлесси кирлĕ шайра пулса пымасть. Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн черетлĕ çур акире акса хăварма районĕпе пурĕ 37380 центнер вăрлăх кирлĕ. Çак вăхăт тĕлне ăна "Россельхозцентрăн" районти уйрăмĕнче 38116 центнер тĕрĕслеттернĕ. Çав шутран 29895 центнерĕ (78 проценчĕ) акма юрăхлă кондицие ларнă. "АСК-Яльчики", "Эмметево", "Родник", "Яманчурино", "Свобода", "Колос", "Сатурн", "Нива", "Клевер", "Урожай", "Рассвет", "Победа", Марс", "Комбайн", "Арланово" ял хуçалăх предприятийĕсенче акма кирлĕ пĕтĕм вăрлăха тĕрĕслеттернĕ. Вĕсенче вăрлăх фончĕ те начар мар. Çав вăхăтрах "Труд", "Знамя", "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсенче, Чернов, Галкин, Падуев, Петров фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче ку тĕлĕшпе çак вăхăтчен çителĕксĕр ĕçленĕ. Тыр-пул тухăçне ỹстерес тесен малашлăхра çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртмелле, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă курмалла. Çак вăхăт тĕлне "Комбайн" хуçалăх 10 тонна вика, 10 тонна нимĕç пăрçи, "Рассвет" 30 тонна урпа, "Прогресс" 15 тонна çурхи тулă, 2 тонна нимĕç пăрçи, 5 тонна вика, "Победа" 2,5 тонна нимĕç пăрçи, "Нива" 5 тонна çурхи тулă, "Яманчурино" 4 тонна вика вăрлăхĕсем туяннă. Репродукци - вăрлăх вăйне, тухăçне уçса паракан кăтарту. Вăл мĕн чухлĕ çамрăкрах, гектар тухăçĕ те çавăн чухлĕ пысăкрах пулать. Çакна кашни специалист лайăх пĕлет, анчах пурте ăна тĕпе хурса ĕçлемеççĕ. Шел пулин те, районĕпе илсен супер элита, элита вăрлăхсем пурĕ те 9 процент анчах. 1-4 репродукциллĕ вăрлăх - 73 процент, 18 проценчĕ - массăллă репродукциллĕ. К.Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ, "Родник", "Марс", "Кушкă", "Арланово" ял хуçалăх предприятийĕсем массăллă репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă кураççĕ. Асăннă хуçалăхсен ертỹçисемпе специалисчĕсем çакна лайăх пĕлсе тăнă çĕртех ватăлнă, сахал тухăç паракан вăрлăхсене улăштарма, çĕнетме васкамаççĕ. Çум курăк, хурт-кăпшанкă, тĕрлĕ чир-чĕр тухăçа палăрмаллах чакарать. Фитоэкспертиза туни вăрлăх мĕн чухлĕ сиенленнине палăртма май парать. "Россельхозцентрăн" биолаборатори пур. Вăл биопрепаратсем хатĕрлет: "Псевдобактерин 2", "Планриз", "Бактофит" тата ытти те. "Прогресс", "Комбайн", "Кушкă", "Яманчурино", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсем унта хатĕрленĕ "Планриз" биопрепаратсемпе усă кураççĕ. Вĕсем йỹнĕрех тата экологи енчен те хăрушсăртарах. Чир-чĕр вăйлă аталансан анчах химилле препаратсемпе усă курмалла. Биопрепарат сывлăхшăн сиенсĕр, таса çимĕç туса илме май парать. Вăрлăх хатĕрлес ĕçе лайăхлатас тесен ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсен хăйсен яваплăхне ỹстермелле. Çакна тĕпе хурса ĕçлесен анчах уй-хирсенче пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме пулĕ.