Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха диван çумĕнчен хăйпăтмалла

05 марта 2011 г.

Халăха диван çумĕнчен хăйпăтмалла

Культура учрежденийĕсенче вăй хуракансем иртнĕ çулхи ĕç итогне пĕтĕмлетме хальхинче Аслă Пăла Тимешри кану центрне пухăнчĕç. Çакнашкал канашлу-пухусене вырăна тухса йĕркеленин ырă енĕсем нумай. Культура работникĕсем клубсемпе культура çурчĕсене, библиотекăсене тасатса тирпейлеççĕ, куравсем, выставкăсем йĕркелеççĕ, хăйсен ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштараççĕ. Ку хутĕнче те ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, культ-работниксем фойере хатĕрленĕ выставкăсемпе хавхаланса паллашрĕç. Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнче ал ĕçĕнче пултаруллă çынсем нумаййине курса тĕлĕнни кăна мар, çак ĕçе ял çыннисене явăçтарни те паха. Калаçуран çакă паллă пулчĕ: кунта çирĕм çул район шайĕнчи культура мероприятийĕ иртмен. Вăхăтĕнче Аслă Пăла Тимешри пек пысăк культ-ура çурчĕ урăх пулман та районта. Саманине кура ăна пĕчĕклетсе спорт залĕ туса хучĕç. Халĕ вара ял çыннисен культурăллă канмалли, спортпа туслашмалли майсем анлăланнă. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин калашле, ялти çамрăксен, ваттисен диван çинче выртса телесериал пăхнинчен хăпмалла. Культработникăн вара ял çыннисене интереслĕ те кăсăклă мероприятисене явăçтарассишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Паян кашни ялти культработник хăйĕн ĕçне çỹлти шайра, чунне парса пурнăçлать тесех калама çук-ха. Ятарлă пĕлỹ илнĕ, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калама пĕлекенсем те районта шутпа кăна. Иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетсе тата кăçалхи тĕллевсене палăртса райадминистрацин культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ А.Александрова тухса калаçрĕ. Унăн докладне Елчĕкри культурăпа кану центрĕн, районти тĕп библиотека директорĕсем В.Портновăпа Л.Зайцева пуянлатрĕç. Елчĕк район администрацийĕ ял культурине упраса хăварасси тата малалла аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Районти клуб учрежденийĕсенче 154 çын ĕçлет. 39 культура çуртĕнчен 32-шĕ газпа хутăнса ăшăнать. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн районти виçĕ культура учрежденийĕ хальхи пурнăç ыйтнă пек çĕнелсе улшăнчĕç. Çавăн пекех иртнĕ çул Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ республикăри ял тăрăхĕсенче комплекслă компактлă çурт-йĕр тăвас тата тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пурнăçлакан пилот проекчĕн кон- курсне хутшăнса кану çуртĕнче 1 миллион ытларах тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Аслă Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕсенче те ырă улшăнусем нумай. Клубсенче 10 компьютер, 3 мультимедийлă оборудовани. Районта кашни çулах 20 яхăн смотр-конкурссемпе фестивальсем йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр районти клуб учрежденийĕсенче 5544 мероприяти иртнĕ. Вĕсене 225621 çын пырса курнă. Тỹлевлĕ майпа иртекен уявсене те хапăл ял çыннисем. Иртнĕ çул 1067 мероприятие тỹлевлĕ йĕркеленĕ. Унта 41845 çын пушă вăхăтне усăллă ирттернĕ. Районти клубсен кассине 307300 тенкĕ пырса кĕнĕ. Тỹлевлĕ мероприятисем йĕркелес енĕпе уйрăмах Аслă Ел-чĕксем пултаруллă. Вĕсем пĕлтĕр çак енĕпе 35 пин тенкĕ пуçтарнă. Пухăннă укçа-тенкĕне ытларах çурт-сенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама яраççĕ. Районти культработниксем республикăри тĕрлĕ шайри пултарулăх конкурсĕсене активлă хутшăнаççĕ. "Ликуй, Победная весна" фестивальте, "Перепелочка", "Ташша яра пар" конкурссенче республикăра Елчĕксене çитекенни сахал. Районти 24 библиотека та республика, район шайĕнчи конкурссенче чи пултаруллисем. 37 çын тăрăшать вĕсенче. Çакă савăнтарать: кĕнеке, хаçат-журнал вулакансен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Пĕлтĕр библиотекăсенче 21083 вулакан пулнă, ку вăл виçĕм çулхинчен 327 çын ытларах. Анчах кĕнеке фончĕ пуянлансах пырать тесех калаймăн. Пĕлтĕр федераци, район укçи-тенкипе 4964 çĕнĕ кĕнеке туяннă, пĕр библиотекăна вăтамран 206 кĕнеке тивĕçнĕ. Малашне вара ялти библиотекăсене кĕнекесем туянса, хаçат-журнал çырăнса парассишĕн ял тăрăхĕсем яваплă. Паянхи библиотека кивелнĕ кĕнекесен пуххи мар, тĕнчене тухмалли вырăн. Çавна май ял çыннисем электронлă кĕнекесемпе, пысăк хăвăртлăхпа ĕçлекен тỹлевсĕр Интернетпа тăтăшах усă курччăр тесен çĕнĕ компьютерсем кирлĕ. Докладсене сỹтсе явма хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, Чăваш наци библиотекин директорĕн çумĕ М.Андрюшкина, Курнавăшри информаципе культура центрĕн директорĕ П.Смирнов, Аслă Елчĕкри культура çурчĕн директорĕ З.Кантеева, З.Портнова ĕç ветеранĕ, Аслă Пăла Тимешри Çветтуй архиерей Микулай чиркĕвĕн пачăшки Алексей атте, Елчĕкри искусство шкулĕн директорĕ О.Краснова, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева, Санкт-Петербургра пурăнакан А.Иноходов вырăнта культура ĕçĕсене мĕнле çутатни çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕç, ял çыннисене культура çурчĕсенчи мероприятисене явăçтарас, пултаруллисене тупас тĕлĕшпе ĕçе тата та лайăхлатмалли мелсене палăртрĕç. Ĕçре тỹрĕ кăмăлпа, хастар ĕçлекенсен пысăк ушкăнне, республикăри тĕрлĕ конкурс çĕнтерỹçисене Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç. Канашлăва хутшăннисем Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи, Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи культура ĕçченĕсен, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти учительсен концертне курса киленчĕç.

Сăн ỹкерчĕкре: райадминистрацин культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ А.Александрова Тăрăмри культура çурчĕн директорне Е.Каширинăна Тав хучĕпе саламлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика