05 марта 2011 г.
![Ватăсем канашларĕç Ватăсем канашларĕç](../Home/594//foto/vatosem.gif)
Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче Чăваш Республикин вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право органĕсен ветеранĕсен районти канашĕн пленумĕ иртрĕ. Пленум Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен, центр çумĕнчи ветерансен "Туслăх" художество коллективĕн (ертỹçи И.Шурбин) концертĕнчен пуçланчĕ. Концерт хыççăн ветерансен канашĕн ертỹçи С.Терентьева сăмах илчĕ. Ватă çынсен пурнăçне çăмăллăх кĕртес тĕлĕшпе ветерансен канашĕ тата район ертỹçисем 2010 çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕл çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ вăл, Федерацин "Ветерансем çинчен", "Раççей Федерацийĕн гражданĕсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" саккунĕсем пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пынине палăртрĕ. Районта паянхи кун ветерансен 37 пуçламăш организацийĕ шутланса тăрать, пурĕ 7769 пенсионер пурăнать. Шел пулин те, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен шучĕ çулсеренех чакса пырать. Ветерансене илес пулсан, паянхи кун вĕсем районта 63 çын анчах юлнă. Тĕл пулăва районти тĕп больницăн, Елчĕк район халăхне социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен тата халăха социаллă пулăшу паракан центр, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн, перекет банкĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен сăмахĕсенче ватăсене тивекен пулăшусем пирки каласа пачĕç, пенсионерсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç. Республика шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та çĕклерĕç пухăннисем. Тепĕр çул çурла уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче ентешĕмĕр - икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт тĕнче уçлăхне çĕкленнĕренпе 50 çул çитет. Палăк лартас ĕçе хăйсен тỹпине хывас текенсенчен укçа-тенкĕ пуçтарас ĕç пырать. Канашлура тата ытти чылай ыйтăва та пăхса тухрĕç. Пленум хыççăн Елчĕк халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем пурне те тутлă чейпе сăйларĕç. Ватăсем çак уява ирттерме пулăшнă "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ОООна (ертỹçи А.Кузьмина), Елчĕк халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр коллективне (Л.Александрова), Кушкăри "Ручеек" лавкка хуçине В.Горбунова тата ыттисене те пысăк тав сăмахĕ каларĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: пленума хутшăннă хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри обществин организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи П.Анисимов ветерансен ыйтăвĕсене хуравларĕ.