Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавар хакĕ ан "çырттăр"

02 марта 2011 г.

 Иртнĕ эрнере районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерствин, Чăваш Республикин Роспотребнадзор управленийĕн представителĕсем пулнă. Вĕсем райадминистрацин акт залĕнче районти уйрăм предпринимательсемпе йĕркеленнĕ канашлăва хутшăннă. "Халăха куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсене сăлтавсăр ỹстерессине асăрхаттарасси, апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхне лайăхлатасси" канашлура пăхса тухнă тĕп тема пулнă. Канашлăва райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ _ вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ертсе пынă. Пухăннисем умĕнче чи малтанах райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ П.Иванов тухса калаçнă. Вăл районăн 2010 çулхи суту-илỹ аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăнă. Иртнĕ çул, виçĕм çулхипе танлаштарсан, ваккăн сутăннă тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 30,8 процент ỹснĕ. Общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ 8 процент, тỹлевлĕ пулăшăвăн калăпăшĕ 9,2 процент ỹснĕ. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин суту-илĕве, алкоголь рынокне, пулăшусен сферине йĕркелесе тăракан пай начальникĕ И.Иванова суту-илỹпе çыхăннă саккунсене кĕртнĕ улшăнусем çинчен каласа панă. Суту-илỹ точкисенче халăха куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакне ỹстерсе ярасран асăрханасси, таварсен пахалăхне тишкересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă вăл. Чăваш Республикин Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи пайĕн тĕп специалисчĕ С.Петрянкина предпринимательсене санитарипе эпидемиологи саккунĕсене çирĕп пăхăнмалли, палăртнă йĕркесене пăсасран асăрханмалли пирки аса илтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика