Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленĕ палăк космонавтăн

02 марта 2011 г.

2011 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче СССР космонавчĕ Юрий Гагарин пĕрремĕш хут космоса çĕкленсе тĕнчипе палăрнăранпа 50 çул çитет. Çавна май Раççейре кăçалхи çула Космонавтика çулталăкĕ тесе палăртнă. Тепĕр çул вара, çурла уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче, пирĕн ентешĕмĕр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Андриян Николаев летчик-космонавт космосра пулнăранпа çур ĕмĕр çитет. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа Чăваш Республикин вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право органĕсен ветеранĕсен Чăваш Республикинчи Канашĕн президиумĕн пуçарăвĕпе А.Г.Николаева чысласа кăçалхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне тивĕçлĕ палăк хатĕрлесе лартма йышăннă. Çавна май 2011 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен палăк хатĕрлеме халăхран укçа пуçтарас ĕç пырать. Асăннă пуçарăва Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев та ырланă. Хамăрăн космонавтăмăрăн палăкне çĕклеме кăмăл тăвакан кашни çынах çак ĕçре хăйĕн тỹпине хывма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика