Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕрешỹ" турнирсенче палăрнă

02 марта 2011 г.

Тăрăшуллă та пултаруллă çамрăксем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Пĕрисем вĕренỹре, теприсем спортра палăрса çитĕнỹсем тăваççĕ. Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула çỹрекен Эдуард Дергунов 11-мĕш класра вĕренет. Эдуард чăваш наци кĕрешĕвĕпе интересленет, ирĕклĕ майпа кĕрешме кăмăллать. Çитĕнỹсем те çук мар çамрăкăн. Чăвашсен "Кĕрешỹ" мелĕпе иртекен турнирĕсене хутшăнса виçĕ çул район, пĕр хут Чăваш Республикин çĕнтерỹçи пулчĕ. Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар хулин кунне уявланă кун "Кĕрешỹ" мелĕпе çитĕннисем хушшинче иртнĕ турнирта малти вырăна йышăннине те палăртса хăварар. 2010 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Владимир хулинче спортăн çак тĕсĕпе иртнĕ Раççей шайĕнчи чемпионатра 24 атлет хушшинче 6-мĕш вырăна тухни те Эдуардшăн пысăк çитĕнỹ. Спорт мастерĕн нормативне тултарма пултарчĕ вăл ун чухне.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика