Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнтерсе

02 марта 2011 г.

 "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ иртнĕ çулхи ял хуçалăх çулталăкне 3791 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ, рентабельлĕх шайĕ 21 процентпа танлашнă. Ял хуçалăх производствинче ĕçлесси нихăçан та çăмăл пулман. Иртнĕ çулхи шăрăх та типĕ çанталăк условийĕ ял çынни умне нихçанхинчен те пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Çавна пула хуçалăхра акнă, лартнă ỹсен-тăран культурисенчен малтан палăртнă чухлĕ тухăç илеймен. Ỹсен-тăран культурисене пурĕ 794 гектар çинче акса, лартса хăварнă, агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса пурнăçланă. Анчах çак тапхăрта çумăр пĕрре те çĕре витермелле çуманнине пула ỹсен-тăран культурисем кирлĕ пек ỹссе аталанайман. Пучахсем куç умĕнчех типсе пынă. Алла кирлĕ таран тухăç илейменни ун чухнех паллă пулнă ĕнтĕ. Çавăнпа 60 гектар çинчи лаптăкран вăхăтра тĕш тырă сенажĕ хывса хăварма ĕлкернĕ. Типĕ, шăрăх çанталăк условийĕсене пула 545 гектар çинче çитĕннĕ тĕш тырă культурисенчен 6545 центнер анчах тыр-пул пухса кĕртме май килнĕ. Виçĕм çул кашни гектартан вăтам шутпа 29 центнер тухăç илнĕ пулсан, иртнĕ çул вăл 12 центнерпа анчах танлашнă. Çĕр улми тухăçĕ те 37 центнер анчах пулнă. 6 гектар çинче акса хăварнă столовăй чĕкĕнтĕрĕ, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, тухăçлă çитĕннĕ. Палăртнă лаптăкран ăна пĕтĕмпе 2208 центнер, е кашни гектар пуçне шутласан, 368 центнер пухса кĕртнĕ. Столовăй чĕкĕнтĕрĕ епле майпа çакăн пек тухăçлă çитĕннин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? Ăна иртнĕ çул Кĕçĕн Пăла хĕрринчи айлăмлă вырăна, хура пусă пулнă лаптăка акса хăварнă пулнă. Ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Юрий Мясников тыр-пул никĕсне хывса хăварнă, çитĕннĕ мĕн пур пек пуянлăха пỹлмесене пухса кĕртессишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тимленĕ механизаторсене, водительсене, йăтем çинче ĕçленĕ шкул ачисене, ытти уй-хир ĕçченĕсене нумайăшне ятран палăртса тав турĕ. Вĕсем: Михаил Петров, Валерий Сергеев, Сергей Баймушкин, Вячеслав Филатов, Петр Артемьев, Валерий Иванов, Михаил Александров, Владимир Иванов, Иван Иванов, Николай Филиппов, Сергей Артемьев, Сергей Афанасьев, Олег Кириллов, Вячеслав Мясников, Галина Баймушкина, Алена Гаврилова, Люба Иванова... Черетлĕ çур аки пирки те шутлама вăхăт çитнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче кăçал 10 гектар çинче вăрлăхлăх пăрçа та акса хăварма палăртнă. Унсăр пуçне пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене çĕнетесшĕн. Кăçал 100 гектар судан курăкĕ акса хăварасшăн, унăн вăрлăхне малтанах туянса хунă. Иртнĕ çулхи ырă тĕслĕхпе усă курса столовăй чĕкĕнтĕрне те акса хăвараççĕ. Ỹсен-тăран отраслĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тачă çыхăннă. Хирте çитĕннĕ пуянлăх пулсан анчах выльăх-чĕрлĕх тутă пулĕ. Вĕсенчен тивĕçлĕ шайри продукци туса илес тесен çирĕп апат никĕсĕ кирлĕ. Çакна иртнĕ çулхи çанталăк условийĕнче тата тепĕр хутчен курса ĕнентĕмĕр. Вырăнта ха-тĕрленĕ апат выльăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн тăрантарма çитес çуккине ăнланса утă, улăм, жом, комбикорм, жмых туяннă. Сивĕ хĕл кунĕсенче кунти фермăри выльăх-чĕрлĕхе тулли рационпа тăрантарнине пула продукци туса илесси, 2009 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, чакман. Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕнче пурĕ 1314 центнер аш-какай, 7456 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 5142 килограмм сĕт сунă. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 98 центнер аш-какай, 590 центнер сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çул Елена Сергеева ертсе пыракан сысна фермин коллективĕ те кăтартуллă ĕçлеме пултарнипе палăрнă. Пĕтĕмпе 1105 çура, виçĕм çулхинчен 199 çура ытларах, кашни тĕп амаран 22 çура илнĕ. Самăртакан ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 776 грамм ỹт хушнă, 2009 çулта çак кăтарту 591 грамм пулнă. Çăвăрлаттаракан уйрăмра Галина Александрова, самăртакан ушкăнра Алевтина Мясникова тăрăшаççĕ. Вĕсем хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса ĕçленипе пулнă çак кăтартусем. Дояркăсем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсем: Нина Иванова, Елена Сорокина, Зоя Афанасьева, Маргарита Сергеева. Дояркăсен ăмăртăвĕнче Елена Сорокина малта. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 5313 килограмм сĕт сунă. Иртнĕ çулхи çанталăк условийĕ кăларса тăратнă йывăр лару-тăрăва пăхмасăр ял хуçалăх предприятийĕнче мăйракаллă шултăра выльăхсене 65 пуç, сыснасене 76 пуç таран ỹстерме май килнĕ. "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хальлĕхе çитменлĕхсем те сахал мар пулнине йышăнать. Кăтартусене вăл районта лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчипе танлаштарать. Тĕслĕхрен, "Победа" сахал яваплă юлташлăхра хальхи вăхăтра кашни ĕнерен 20 килограмм сĕт сăваççĕ пулсан, "Рассветра" вăл 12 килограмм анчах. Ун шучĕпе сăвакан ĕнесенчен "Победăри" чухлĕ сĕт сума хуçалăхра мĕн пур майсем пур. Чи кирли - апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Отчетлă тапхăрта самăртакан ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 776 грамм ỹт хушнă пулсан, мăйракаллă шултăра выльăхсем 650 грамм анчах ỹт хушни те тивĕçтермест. Малашне фермăсенчи ĕçе чи çỹллĕ шайра йĕркелесе пырассишĕн пурин те пĕрле тăрăшса ĕçлеме кирлине, унпа пĕрлех, туса илекен продукци пахалăхне ỹстересси, пахалăхлă продукци хакĕ те ялан пысăк пулнине палăртнă докладчик. Ял хуçалăх предприятийĕнчи отчетлă пуху ĕçне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов хутшăннă, пĕтĕмлетсе сăмах каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика