02 марта 2011 г.
Чăвашăн ĕмĕртенпех йăх-несĕлтен куçса пыракан ырă йăла-йĕрке пур - нимелле ĕçлесси тата праçниксенче тус-тăванпа, пĕлĕш-хурăнташпа пухăнса ĕçкĕ-çикĕре савăнасси. Мĕнле иртет-ха чăваш ялĕнче ĕçкĕ-çикĕ? Хăнара савăнса канас вырăнне вăхăта ĕçсе-çисе анчах ирттерместпĕр-ши? Ĕçкĕ-çикĕ ирттерме хуçасем чылай малтан хатĕрленме пуçлаççĕ. Çурт-йĕре тирпейлеççĕ, илем кỹртеççĕ, сĕтел йăтса тăрайми апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Чăнах та, пỹрте пырса кĕрсен, сĕтел хушшине ларсан, ун çинчи çимĕçсене курсан, чăн-чăн апат-çимĕç куравне лекнĕн туйăнать, хăш-пĕр салатне тĕкĕнсе унăн илемне пăсас килмест. Пỹртри тирпейлĕхпе хăтлăха курсан, кунта ырă та хавас кăмăллă тата килĕшỹллĕ çемье пурăннине туятăн. Хыпарласа чĕннĕ хуçа патне ĕçме-çиме кăна мар, хамăра кăтартма та, курса калаçса савăнма каятпăр мар-и-ха? Çавăнпа та ĕçкĕ-çикĕ лайăх иртсе каяссишĕн хуçапа пĕрле эпир те хăнасем, яваплă. Кил хуçисем валли парне илнисĕр пуçне торт, шоколад е ытти кучченеç илсе каятпăр. Илсе пынă эрехне хуçана парнелетпĕр, ăна хăнасене хуçа хăй ĕçтерет. Ку ĕçре хуçасене çывăх тăванĕсем пулăшса пыраççĕ. Ĕлĕкрех, эпĕ астăвасса, хăнана кашниех эрех илсе каятчĕ. Вĕсем хăйсен эрехĕсене ăмăртмалла (ỹсĕрĕличчен ĕçтерем-ха тесе) ĕçтеретчĕç. Ку ĕç сĕтел хушшинче те, урай варринче те хĕрсе каятчĕ. "Ĕçмесен хĕвĕнтен ярап", "юратмастăн, тиркетĕн пире" тесе пусахласа ĕçтересси пĕчĕккĕн пулсан та, чакса пырать. Çавна пула иртерех ỹсрĕлсе çỹрекенсем çукпа пĕрех. Хăнара хĕрĕнкĕ çỹрекен çын кил хуçисене те, хăнасене те хисеплемен тĕслĕх. Кун пек çын хăнасене кулма, савăнтарма, юрлама, ташлама чăрмантарать, савăк кăмăла хуçать. Çавăн пекех пĕтĕм хăна умĕнче арăмĕ упăшкине, упăшки арăмне, "ак ĕçрĕ, ан ĕç тенĕ" тесе каласа асăрхаттарни, пĕр-пĕрне хăнасем умĕнче намăс кăтартни кăна. Кун пирки килтех калаçса татăлсан аванрахчĕ. Кам патĕнче мĕнле ĕçсе çиесси хуçасенчен те нумай килет. Хăнасенчен малтан ỹсĕрĕлекен хуçа каллех килнĕ çынсене хисеплеменни пулать. Ĕçкĕ-çикĕ мĕнле иртесси хăнасенчен те нумай килет-ха. Пухăнма та кашни хăйне мĕнле май килет, çавăн пек пуçтарăнса килет. Ĕçĕ пурин те пур, чĕннĕ вăхăта ĕçе вĕçлеме май тупмалла. Хăнана вăхăтра кайса, вăхăтра саланни аван. Хăнара нумай вăхăт лармалла мар. Хуçасен те канмалла, тепĕр кун ĕçе каймалла. Ĕçкĕре виçĕ черккерен ытларах ĕçсен ỹсĕрĕлесси куç кĕрет. "Хăватлине" ытларах ỹпĕнтерсен культурăллă канасси пулмасть вара. Çавăнпа та малтанхи черккене хуçана савса унăн аллинчен ĕçмеллех ĕнтĕ. Сĕтел хушшинче тост каланă чухне вара хăш-пĕр черккене пушатмасан та юрать пулĕ. Ман шутпа, юлашкинчен, киле каяс умĕн, хуçасене тав туса, ырă каç сунса тутанса памаллах. Хăш-пĕр арçынсем ывăннă хуçасене ир-ирех вăратса, хапха уçтарса кĕрсе мухмăр тỹрлетни - хуçана ĕнерхишĕн тав тăвас вырăнне ăна куçран сурнипе танах. Кун пек йăла пĕтсе пытăрччĕ. Хăнана савăнса канма, пĕр-пĕринпе курса калаçма пухăнатпăр. Апла пулсан, савăк юрăсăр, хастар ташăсăр, çепĕç вăйă-кулăсăр мĕнле пултăр! Çавăнпа та кашниех хăнара юрлама хăй юратакан пĕр юрă та пулин пĕлмеллех. "Сас япăх" тесе вăтанса ларас çук. "Эпир кунта артист мар, артистран та кая мар", тесе юрламастпăр-и-ха? Хуçасене халалланă юрăсем пулсан лайăхрах, паллах. Юрласси те, ташласси те хуçасенчен, вĕсен "мăнтăр" кăмăлĕсенчен, килет. Вĕсем хавас, уçă чĕлхепе хăнасене пĕлсе ертсе пырсан ĕçкĕ-çикĕ яланах илемлĕ иртет, асра юлать. Паллах, кашни çын тĕрлĕрен пулнă май, ĕçкĕ-çикĕ те тĕрлĕрен пулать. Çавăнпа та пурне те хистесе юрлаттас шухăш пуçра çук. Кашни енче хăйĕн йăли-йĕрки! Çапах та ĕмĕртен пухăннă лайăх йăла-йĕркене упраса, начар йăласенчен майĕпен пулсан та хăтăлса пырасчĕ.