02 марта 2011 г.
Эпир яланах васкатпăр. Черете тăрса тĕрлĕ пулăшусемшĕн тỹлесе вăхăта ирттересшĕн мар. Раççей Перекет банкĕ тỹлевсене хăвăрт тата меллĕ майпа тỹлеме сĕнет. Коммуналлă пулăшусемшĕн, çав шутра электричествăпа тата çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн, налуксемшĕн, телефонпа интернетшăн тỹлевсене Перекет банкĕн самообслуживани терминалĕсенче, банкомачĕсенче хывма май пур. Унсăр пуçне кредитсен парăмĕсене, ачасен вĕренĕвĕшĕн тата ясли-садсенче воспитани панăшăн, çул çỹремелли йĕркесене пăснăшăн, административлă ытти штрафсене, патшалăх пошлинисене терминалсемпе банкоматсенче тỹлеме май пур. Эсир Перекет банкĕн "Сберкарт", VISA тата MasterCard картăсемпе тата укçа хывса хăвăрăн вăхăтăра перекетлеме пултаратăр.