Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннине - тимлĕх

02 марта 2011 г.

Раççей Перекет банкĕн Канашри 7507-мĕш уйрăмĕн Елчĕкри 7507/099-мĕш хушма офисĕ 2010 çулта халăха пĕтĕмпе 87880586 тенкĕлĕх кредит панă, çав шутран 461 уйрăм çын хушма хуçалăха аталантарма 68515000 тенкĕ банкран кивçен илнĕ. Çакă пĕтĕм кредитсен 88 проценчĕпе танлашать. Паян ялта ĕçлеме çăмăл мар: иртнĕ çулхи типĕ те шăрăх çанталăк уйрăм хуçалăх тытакан хресченсене йывăрлăха лартрĕ. Вĕсен пурнăçне патшалăх енчен паракан пулăшу тата банксен процентсене пĕчĕклетнĕ кредичĕсем çеç çăмăллатма пултараççĕ. Çакна шута илсе, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнчен Раççей Перекет банкĕн активсемпе тата пассивсемпе ертсе пыракан комитечĕ уйрăм хресчен хуçалăхĕсене паракан кредитсен процент виçине чакарма - 14 процента çеç хăварма йышăннă. Вăл маларах 15,5 процентпа танлашнă. Çапах та кунта çакна шута илмелле: кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕ хыççăн илекен кредитсен çеç процент виçи пĕчĕкленет. Уйрăм хуçалăха (ЛПХ) аталантарма паракан кредитпа тĕрлĕ енлĕ усă курма пулать: техника, выльăх-чĕрлĕх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисемпе запас пайсем, газ оборудованийĕ тата ытти хатĕрсене туянма та. Вĕсене илме хресченсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулсан, Перекет банкĕ яланах пулăшма хатĕр. Процентăн пĕчĕклетнĕ виçисĕр пуçне, кирлĕ документсене те сахалрах хатĕрлемелле. Ыйтусене кĕске вăхăтра пăхса тухасси те тĕп вырăнта. Кредитăн чи пысăк виçи - 700 пин тенкĕ. Ăна 5 çула параççĕ. Чи пĕчĕк виçе 15 пин тенкĕпе танлашать. Çапах кредита тĕллевлĕ илнине çирĕплетекен документсене 45 кун хушшинче тăратмалла. Çавăн пекех ипотека кредичĕсене памалли процент виçине те пĕчĕклетнĕ. Анчах кунта Раççей Перекет банкĕ Раççей субъекчĕсемпе тата муниципалитетсемпе пĕрле ĕçлемелли уйрăм килĕшỹсемпе программăсене шута илеççĕ. Ĕç укçине Перекет банкĕ урлă илекенсем çăмăллăхпа усă кураççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика