02 марта 2011 г.
"Пурнăçа малалла тăснин вăрттăнлăхĕ - ăна кĕскетес мар тесе тăрăшнинче", - тет халăх ăсĕ. Çын пирус туртас йăлапа çуралмасть, ăна вăл вĕренет. Унăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Пирус туртни сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулнине тăтăшах ăнлантарма тăрăшатăп. Манăн сĕнĕве кам та пулин пурнăçласса шанатăп. Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла, чи хаклă пуянлăха табак тĕтĕмĕпе "сăвăрса" кăларса ямалла мар. Хамăн ĕç-хĕле пула манăн куллен тĕрлĕрен çынсемпе тĕл пулма тивет. Çак кунсенче, акă, 25 çул табак тĕтĕмĕпе наркăмăшланнă, виçĕ çул каялла туртма пăрахнă çынпа тĕл пулма тỹр килчĕ. Вăл халĕ пирус сиенĕ çинчен çамрăксене, ял çыннисене чунне парса ăнлантарать. Калаçуран çакна пĕлтĕм, çак арçын Турă пулăшнипе туртма пăрахнă иккен. Вăл "ЗОЖ" хаçатра çырнă сĕнỹсене тĕпе хунă. Унăн рецептне вулакансене те пĕлтересшĕн. Часах сивĕ хĕл те хыçа юлĕ. Çăварни çитрĕ. Вăл çитес вырсарни кун вĕçленет. Тунти кунран вара Аслă типĕ пуçланать. Вăл çичĕ эрнене тăсăлать. Çапла вара вырсарни кун, çĕрле 12-ччен пирус туртма юрать, ун хыççăн вара текех çăвара пирус ан хыпăр. Хăнăхнă йăлапа ирхине алă сигарет пачки патне пырасса туятăр пулсан, çĕрлех пушă пачкăна сĕтел çине хурăр, унта: "Эпĕ туртма пăрахнă", -тесе çырса хурăр, шăрпăк курупкине урăрпа таптăр. Ĕçĕ пĕтнĕ те. Аса илтеретпĕр, Аслă типĕ кăçал пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче пуçланать. Арçынсем, пирус туртма пăрахни юратнă çыннăрсемшĕн чи пысăк парне пулни каламасăрах паллă. Туртакан хĕрсемпе хĕрарăмсем (вĕсем те сахаллăн мар халĕ) хăйсен ачисемпе юратнă çыннисене савăнăç кỹрĕç, паллах, чи малтан хăйсен сывлăхне сыхлĕç. Юлашки пирус туртатăр эсир аслă çăварни кунĕнче. Çакна асра тытмалла: чи йывăрри - çăвара пирус хыпман пĕрремĕш кун. Çавăнпа та чăмлак чăмлăр, хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчĕр, канфет ĕмĕр... Кашни кунах йĕлтĕр çине тăни, бассейнра ишни кăмăла çĕклет. Тĕплĕн шухăшласа пăхăр-ха, мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тухса каять табак сĕрĕмĕпе. Тепĕр чухне арçынсен кĕсйисенче пирус туртмалăх укçи те çук. Арăмĕсенчен йăлăна-йăлăна укçа ыйтакансем сахал-им пирĕн хушăра. Çемье кассине миçе пин тенкĕлĕх сиен кỹнине шутламаллах аллисене сигарет тытакансен. Пирус туртмасăр пурăнма пулать. Сигаретсăр пурнăç тата илемлĕрех, хитререх. Телейлĕ те сывлăхлă пулăр. Вăл хамăртан çеç килет.