Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешỹçĕсем Кушкăра

02 марта 2011 г.

Çулсеренех районта тата республикăра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тĕрлĕ ăмăртусем йышлăн иртеççĕ. Акă, 2011 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче те республика шайĕнчи 7-мĕш уçă турнира ирттерме Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула Шупашкар хулинчен, Патăрьел, Красноармейски, Елчĕк районĕсенчен килнĕ атлетсем пуçтарăнчĕç. Тупăшу питĕ çивĕч иртрĕ. Турнирта 1999 - 2000 çулсенче çуралнă кĕрешỹçĕсем 27, 30, 33, 36 килограмлă виçесенче вăй виçрĕç. Чи çăмăл виçере А.Лапшин (Кармал) - пĕрремĕш, А.Шаков (Аслă Елчĕк) виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Ытти виçесенчи çĕнтерỹçĕсем: 30 килограмлă виçере А.Баринов (Кушкă) иккĕмĕш, 33 килограмлă виçере Д.Дергуновпа А.Блинов (Кушкă) иккĕмĕшпе виççĕмĕш. 36 килограмлă виçере Л.Зайцев (Кушкă), Р.Пыркин (Кушкă) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 1996-1998 çулхи çамрăк атлетсем кавир çинче çакăн пек результатсем кăтартрĕç: 38 килограмм: 1. А.Исаев (Красноармейски). 2. Д.Антонов (Кушкă). 3. Ю.Архипов (Кармал). 42 килограмлă виçере Н.Михайлов, М.Степанов (Красноармейски), Н.Захаров (Кармал) призерсен йышне кĕчĕç. 1993-1995 çулсенче çуралнă атлетсем йывăртарах виçесенче вăй виçрĕç. 50 килограмм: 1. Э.Адюков (Аслă Елчĕк). 2. Г.Иванов (Кушкă). 3. Д.Печков (Аслă Елчĕк). 54 килограмм: 1. Ф.Махмадалиев (Красноармейски). 2. А.Мольков (Аслă Елчĕк). 3. Г.Зайцев (Кушкă). 58 килограмм: 1. А.Сеприханов (Патăрьел). 2. Д.Угодин (Шупашкар). 3. Р.Галимов (Кушкă). 63 килограмм: 1. Э.Дергунов (Кушкă). 2. Г.Обручков (Аслă Елчĕк). 3. А.Шаков (Аслă Елчĕк). Чи йывăр виçере (74 килограмм) Г.Жуков (Кушкă) çĕнтерчĕ, К.Захаров (Кармал) призлă вырăна йышăнчĕ. Аслисем хушшинчи тупăшура Кушкă каччисене - Денис Галошева, Андрей Бакина, Борис Баскакова çитекенни пулмарĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ Олег Николаевич Викторов, Олимп вăййисенче хăвăрт утассипе пăхăр медале тивĕçнĕ Владимир Андреев тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Васильевич Левый ăмăртăва хутшăннă çамрăк спортсменсене пысăк çитĕнỹсем тума, ăнăçу сунса салам сăмахĕсем каларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика