Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалиста манмаççĕ

02 марта 2011 г.

 Кивĕ Эйпеçри шкулта нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ю.П.Григорьев воин-интернационалиста асăнса мини-футбол енĕпе ăмăрту иртрĕ. Командăсене çар тытăçăвĕсенче пулнă участниксен районти канашĕн представителĕ П.Анисимов, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ А.Максимова, Аслă Елчĕкри вăтам шкул директорĕ Н.Малышкин, Ю.Григорьевăн тăванĕсем - Алексейпе Марина, Л.Григорьев уйрăм предприниматель саламларĕç. Спортсменсене 8-мĕш класра вĕренекенсем литературăпа кĕвĕ композицийĕ кăтартрĕç. Ю.Григорьев ячĕпе мемориал хăми уçрĕç. Ăмăртăва 8 команда хутшăнчĕ. "Олимп" команда куçса çỹрекен кубока сыхласа хăварчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕкри тата Аслă Пăла Тимешри шкулсем. Вĕсем медальсене тивĕçрĕç. Ăмăртăва хутшăннисем мечĕксем илчĕç. Çавăн пекех "Олимп" команда гетры тата урасене хỹтĕлемелли хатĕрсем, вратарь перчеткене тивĕçрĕç. Спортсменсем тỹлевсĕр апат çирĕç. Л.Григорьев спонсор пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика