26 февраля 2011 г.
Вăрăмхăва ялĕ район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă, çавна май ял çыннисем Елчĕкре иртекен мероприятисене час-часах хутшăнаймаççĕ. Çакна шута илсе Л.Казначеева библиотекарь, В.Московский депутат, С.Смирнов вĕрентекен йĕркеленипе ялта арçынсен фестивалĕ иртнĕ. Унта хутшăннă арçынсемпе арçын ачасем шашкăлла вылянă, алă вăйĕ виçнĕ, кире пуканĕ йăтса, канат туртса ăмăртнă. П.Тяплашкин, А.Смирнов, В.Московский, С.Никоноров, А.Московский, А.Кузнецов, А.Максимов, К.Карсаков, Н.Алгаев, А.Максимов спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче палăрнă. Çĕнтерỹçĕсем хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ. В.Казначеев, В.Московский уйрăм предпринимательсене ял халăхĕ уява ирттерме пулăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ каланă.