Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăххăрмĕшсем - чи маттуррисем

26 февраля 2011 г.

Тăххăрмĕшсем - чи маттуррисем Юлашки вăхăтра Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти ачасем пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ. Спортра та, олимпиадăсенче те, тĕрлĕ конкурссенче те вĕсем малта. Уйрăмах тăххăрмĕш класс ачисене палăртса хăварас килет. Пĕр çемьери пек туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, йывăр самантра пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ачасем вĕренỹре те, спортра та хастар, творчество енчен те питĕ вăйлă аталаннă. Тен, саккăрăн çеç пулнипе-ши, тăххăрмĕшсен туслăхĕ çирĕп. Пур çĕрте те пĕрле вĕсем. Обществăлла ĕçсене, мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ. Пĕрремĕш класрах вĕсем волонтерсен ушкăнĕ йĕркеленĕ. Кунсерен ачасем ватăсем патне васкаççĕ. Хĕлле юр хырса параççĕ, çулла шыв йăтаççĕ, пахчара ĕçлеççĕ. Ачасене çитĕнỹсем тума класс ертỹçи Мария Вениаминовна Анисимова хавхалантарать. 33 çул шкулта истори предметне вĕрентет вăл. Яланах йывăр вăхăтра пулăшать, ăс парать. Çавăнпа пулĕ ачасем те ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ. Вĕренỹре те питĕ тăрăшуллă тăххăр-мĕшсем. Вĕсен хушшинче пĕр отличник тата ултă ударник. Кашни çулах ачасем Раççей шайĕнче иртекен "Русский медвежонок", "Чĕвĕлти чĕкеç", "Кенгуру", "Кит", "Инфознайка", "Золотое Руно" конкурссене хутшăнаççĕ, дипломсем, парнесем илме тивĕç пулаççĕ. Кăçал район шайĕнче иртнĕ предмет олимпиадисенче вара тăххăрмĕш класс ачисем сакăр хутчен малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Таня Сергеева биологи, географи, истори предмечĕсемпе 1-мĕш, физикăпа 2-мĕш, вырăс чĕлхипе 3-мĕш, Петя Герасимов физкультурăпа 2-мĕш, Саша Герасимов ОБЖ предмечĕпе 2-мĕш, Эдик Николаев право предмечĕпе 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Тăххăрмĕшсем спортпа питĕ туслă. Йĕлтĕрпе чупма, баскетболла, футболла выляма юратаççĕ. Районти ăмăртусенче çак класри ачасем яланах малтисен шутĕнче. Уйрăмах Таня Сергеевăна, Наташа Черновăна, Петьăпа Саша Герасимовсене, Эдик Николаева, Валера Денисова, Саша Захарова палăртса хăварас килет. Кăçал та вĕсем "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă чупура пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Творчество тĕлĕшĕнчен те çитĕнỹсем сахал мар ачасен. Наташа Черновăпа Катя Лоткова Елчĕкри искусство шкулне çỹреççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе халăха савăнтараççĕ. Пĕр концерт та, мероприяти те вĕсемсĕр иртмест. Уйрăмах Наташа пысăк çитĕнỹсем тăвать. Вăл тăтăшах çамрăк юрăçсен конкурсĕсене хутшăнса мала тухать. Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ пирĕн шкулта "Очаровашки" ташă ушкăнĕ ĕçлет. Унта тăххăрмĕш класри Саша Захаровпа Петя Герасимов хăйсен пултарулăхне туптаççĕ. Брейк ташласа вĕсем районта иртекен "Грация" конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ачасем экскурсисене, походсене çỹреме кăмăллаççĕ. Çамрăк армеецсен "Зарницăпа" "Орленок" вăййисем те вĕсемсĕр иртмеççĕ. Пĕлтĕр ачасен команди 3-мĕш вырăна тухрĕ. Малалла ачасен умĕнче аслă çул. Кашнийĕн хăйĕн ĕмĕчĕ, пуласлăхĕ. Вĕсен пурнăç çулĕ такăр пуласса питĕ шанас килет. Халĕ вара ачасен тĕп тĕллевĕ - экзаменсене ăнăçлă тытасси. Апла пулсан, ăнăçу сунар вĕсене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика