26 февраля 2011 г.
Хĕллехи сивĕ çанталăка тата вăйлă çил-тăмана пула сывлăшри электричество линийĕсем сиенленнипе тĕрлĕ регионсенче пурăнакансем нушасемпе тĕл пулни çинчен телевиденипе кăтартакан передачăсенче, тĕрлĕ хаçатсенче хальхи вăхăтра уйрăмах нумай каласа кăтартаççĕ. Телее, республикăра, çав шутра пирĕн районта та электричество линийĕсем çинче пысăк пăтăрмахсем пулман. Малашне те ан пултăрччĕ. Хĕллехи çанталăкра та ĕç кал-кал пынине, чи малтан, энергетиксем хăйсен тивĕçне çỹллĕ шайра пурнăçлама пултарнипе сăлтавламалла. "Атăл çинчи МРСК" - "Чăвашэнерго" филиалĕн районти электричество сечĕн ертỹçи Юрий Хушкин палăртнă тăрăх, паллах, кулленхи ĕçре çитменлĕхсемсĕр те мар. Çанталăк условийĕсене пула нумаях пулмасть Кавал, Исемпел, Патреккел, Тăрăм ялĕсем урлă иртекен линисем çинче аварисем пулнă. Вĕсене энергетиксем вăхăтра юсанă. Ялсенчи КТПсене тата вун-вун çухрăм ЛЭПа юсавлă тытасси, район территорийĕнче вырнаçнă мĕн пур объекта, çурта пĕр чĕрмавсăр электроэнергипе тивĕçтерсе тăрасси -пирĕн тĕп тивĕç, тĕллев теççĕ РЭС коллективĕнчи энергетиксем.