Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэт чун-чĕриллĕ шут ĕçченĕ

26 февраля 2011 г.

Поэт чун-чĕриллĕ шут ĕçченĕ

 Ĕçе чунтан парăннă хĕрарăм лайăх кил хуçи хĕрарăмĕ, анне пулма пултарать-и? "Паллах, пултарать!" - тỹрех çакăн пек хурав çуралать çак илемлĕ кулăллă, яланах пур çынпа та тарават, кăмăллă хĕрарăмăн - Людмила Алексеевна Горшкован, Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи уйрăмне ертсе пыракан специалисчĕн пурнăç çулĕпе паллашнă май. Ĕç биографийĕ Л.Горшкован Елчĕкри крахмал заводра пуçланнă. Унта вăл шкул пĕтернĕ хыççăн лаборанткăра пĕр çул ĕçленĕ. Малалла вĕренес шухăш канăç паманран хĕр Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри бухгалтерсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕрет, свидетельство илнĕ хыççăн тỹрех Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптекăра ĕçлеме пуçлать. Вăхăтлăха, декрет отпускне кайнă тĕп бухгалтер вырăнне. Тин вĕренĕве вĕçленĕ, опыт çук çамрăкшăн тỹрех тĕп бухгалтер ĕçĕ, паллах, пĕрре те çăмăл пулман. Çав вăхăтрах чăннипех пысăк практика та. Вăл вăхăтра пĕрле ĕçленĕ аптека работникĕсем пурте яланах пулăшма хавас, ăш пиллĕ те туслă пулнине палăртать Людмила Алексеевна. Коллектива та, ĕçе те хăнăхса çитнĕ май ял советĕнче яланлăх ĕç вырăнĕ пулнине пĕлет, кунта бухгалтера вырнаçма заявлени çырать. Ял совет председателĕ В.А.Кудряшов вара пултаруллă çамрăка тỹрех тĕп бухгалтер вырăнне сĕнет. Ĕçĕ яваплă, ĕç укçийĕ вара питех те пĕчĕк иккен. Ашшĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, "Мухтав", "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденĕсене тивĕçнĕ ветеран: "Шанаççĕ пулсан, шанăçа тỹрре кăларассишĕн ĕçлемелле, ĕç укçи çинчен шутламалла мар. Сывлăх пулсан, пурте пулать", - тени паянхи кунчченех пуçра тăрать, тет Людмила Алексеевна. Килĕшет çамрăк хĕр, тĕп бухгалтерăн тивĕçне пурнăçлама пуçлать. Пĕр-ремĕш кун ĕçе тухсанах унăн сĕтелĕ çине пĕр пысăк купа ĕç папкисем килсе хурать ял совет председателĕ, тунти куна райсовет ĕçтăвкомĕн финанс пайне отчет хатĕрлесе памаллине пĕлтерет. Тăрăшса, тĕплĕн хатĕрлет ăна çĕнĕ тĕп бухгалтер. Каçхине урама тухма чĕнме килнĕ юлташĕсене (çирĕмри çамрăк хĕр-çке вăл): "Ĕç нумай. Отчет тумалла", - тесех ăсатса ярать. Тунти куна ĕçе вĕçлетех Люда, вăл пĕр йăнăшсăр пулать. Çапла ăнăçлă пуçланса каять те çамрăкăн ял советĕнчи ĕç вырăнĕ, 10 çула тăсăлать. Хăйĕнпе пĕрле пĕр улшăнми ĕçленĕ ял совет секретарьне З.В.Николаевăна, ВУС начальникне Р.Е.Черновăна ырăпа аса илет Людмила Алексеевна, кунта та коллектив яланах туслă та пĕр шухăшлă пулнине палăртать. Шупашкарти квалификацие ỹстермелли курсра 1 уйăх вĕренсе пур экзамена "пиллĕк" паллăлăх тытнă хыççăн вăл хăйĕн пĕлĕвне малалла та тăсас килнине туйса илет, Канашри финанс техникумне вĕренме кайса кĕрет. Ку вăхăтра Л.Горшкова çемье те çавăрнă ĕнтĕ, алăра икĕ ача, çурт лартма пуçланă... Куçăмсăр майпа вĕренсе патшалăх экзаменĕсене тытнă вăхăта виççĕмĕш ача та çуралать унăн. Кăкăр ачипех экзаменсене çỹрет, бюджет учечĕ енĕпе бухгалтер-финансист дипломне илетех. Çакăн хыççăн нумай та вăхăт иртмест, ăна районти финанс пайĕнче тĕп бухгалтер ĕçне кỹлĕнме ыйтаççĕ. Тĕлĕнмелле, çак яваплă ĕç те унăн васкавлăн тумалли отчетран, хальхинче район бюджечĕн çулталăк отчетĕнчен пуçланать. 1986 çулхи вăл тунă отчета республикăри финанс министерствинче питĕ лайăх йышăннă. Ачисем ỹссе пынă май аслă пĕлỹ те илме шутлать Людмила Алексеевна. 1992 çулта Шупашкарти коопераци институчĕн финанспа кредит факультетне вĕренме кĕрет. Теори практикăпа çуммăнах пулни ăна вĕренỹре те, ĕçре те питĕ пысăк пулăшу анчах пулнă. Пĕр экзамен тытни халĕ те асрах-ха унăн. Ăна хаклă хутсем çинчен ыйту лекнĕ. "Айта, каласа пар", - ыйту çине ĕçпе илсе килнĕ вексельсене кăларса хунă та вăл: "Эсир вĕсене хăвăр курнă-и? Эпир вĕсемпе иккĕмĕш çул ĕçлетпĕр", - тенĕ. Преподаватель, чăнах та, курман та иккен, ăна хăйне те интереслĕ, пĕр чарăнми ыйтать те ыйтать вăл, вĕсем çинчен пĕтĕмпех пĕлекен хĕрарăм вара хуравлать те хуравлать. Паллах - "5" паллă! Чăнах та йывăр вăхăтра, 1994-2001 çулсенчи укçа-тенкĕ кризисĕ тапхăрĕнче ĕçлеме тивнĕ ăна. Укçа-тенкĕ çаврăнăшра пачах пулман тесен те йăнăш мар. Хаклă хутсемпе, "зачетсемпе" ĕçленĕ, ĕç укçине те ытларах таварпа панă. Халăха кирлĕ таварне те тупма пĕлмелле-çке! "Республикипе эпĕ çитмен фабрика-завод, çитмен министерство юлман пулĕ ун чухне. Тавар ассортиментне тĕпчеттĕ-мĕрччĕ те, хаксем пирки килĕшсе татăлаттăмăрччĕ", - аса илет Людмила Алексеевна. Халăх пĕтĕм Раççейри йывăр лару-тăрăва туять пулин те, вырăнти ертỹçĕсенченех ыйтать-çке. 1994 çулта Л.Горшковăна тĕп бухгалтертан финанс пайĕн пуçлăхне куçараççĕ. Институтри юлашки курсра вĕреннĕ вăхăтрах вара вăл юридици пĕлĕвĕ те илме шутлать, коопераци институтĕнчех юридици факультетне вĕренме кĕрет, юрист дипломне те алла илет. Чĕрĕк ĕмĕр (10 çул ял совет тĕп бухгалтерĕнче, 8 çул районти финанс пайĕн тĕп бухгалтерĕнче, 7 çул пай пуçлăхĕнче) бюджета тытса пырассипе тимленĕ ĕçченĕн 2001 çулта ĕç вырăнĕ пачах урăх отрасльпе çыхăнса каять. Вăл Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи тĕп специалистĕнче ĕçлеме пуçлать. Кунта ĕçленĕ вăхăтрах виççĕмĕш аслă пĕлỹ илет - Патшалăх тата муниципалитет управленийĕн Атăлçи Вятка академине куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. Патшалăх службинче 35 çул ĕçленĕ, 55 çула хыçа хăварнă хĕрарăм ĕçне патшалăх та тивĕçлипе хакланă. Çакна хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх тата халăх çыравĕсене кирлĕ шайра ирттерсе янăшăн тивĕçнĕ медальсем те çирĕплетеççĕ. Ĕçре анчах мар, çемьере те телей тупнă Людмила Алексеевна. Мăшăрĕпе, Николай Александровичпа, 34 çул килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, виçĕ ача çитĕнтернĕ, пурте аслă пĕлỹллĕ. Аслă ывăлĕпе хĕрĕ финанс пĕлĕвĕллĕ, вĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ, Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Екатерина, юридици пĕлĕвĕ илнĕ, Елчĕкри миравай суд участокĕнче специалистра ĕçлет. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаканскер, амăшĕн чи çывăх юлташĕ те, пулăшаканĕ те вăл. 42 çултах асанне пулнă Людмила Алексеевнăн 5 мăнук, асли 6-мĕш класра вĕренет. Çуллахи, хĕллехи каникулсенче, ун чухне кăна-и, канмалли кунсенче те вĕсем аслашшĕпе асламăшĕ, кукамăшĕпе кукашшĕ патне çул инçине пăхмасăр васкаççĕ. Тепĕр чун уççи те пур паянхи юбилярăн. Пурнăçне шут ĕçĕпе çыхăнтарнă хĕрарăмăн творчество туртăмĕ пысăк. Пушă вăхăтра сăвăсем çырать Л.Горшкова. Вĕсем ашшĕпе амăшĕ, тăван ял, тус-юлташсем, юрату çинчен. Ĕмĕтĕнче асăнмалăх кĕнеке кăларас шухăшĕ те пур унăн. Статьяна унăн чи юратнă сăввисенчен пĕринпе - амăшне халалланипе - вĕçлес килет.

Аннене

Эс, анне, çуралса ỹснĕ

Питĕ йывăр вăхăтра,

Хĕр çулне çитсессĕн эсĕ

Кайнă вăрçă пуçланса.

Арçынпа пĕр тан ĕçленĕ

Эсир çавă тапхăрта,

Эх, мĕнле кăна-тăр тỹснĕ

Çав нушаллă вăхăта.

Пачах эпĕ астумастăп

Эсĕ ỹпкелешнине.

"Вăхăчĕ çапла-çке пулнă..." 

- Теттĕн вара хăш чухне.

Аттепе пĕрле ỹстертĕр

Эсир пире юратса,

Ĕçе юратма вĕрентрĕр

Ик тĕпренчĕк ачăра.

Пуçсене паян таятпăр

Санăн умăнта, анне,

Кỹрентернĕ те, тен, пулĕ,

Эс каçар пире, анне...

Йывăр вăхăтра туптаннă

Хăвăн ырă кăмăлна,

Эс, аннеçĕм, халь пилле-ха

Хăвăн 5 мăнукна, 9 кĕçĕн мăнукна.

Пурнăçа пăхма вĕренччĕр

Таса, ырă кăмăлпа,

Нихăçан та ан шыраччăр

Вĕсем çăмăл пурнăçа...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика