Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлу иртнĕ

26 февраля 2011 г.

Елчĕк район сучĕн тата Елчĕкри 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокĕн ĕçченĕсем пĕрлехи канашлу ирттерчĕç, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва Елчĕк район сучĕн председателĕ С.Кузнецова уçрĕ. Вăл федерацин "Раççей суд тытăмĕн аталанăвĕ" тĕллевлĕ программи суд ĕç-хĕлĕнче чылай улшăну кĕртнине, çак программа суд ĕçне уççăн та уçăмлăн йĕркелеме, общество умĕнчи яваплăха тата та ỹстерме, ĕçсене эффективлă пăхса тухма май панине палăртрĕ. Иртнĕ çул район сучĕсене пурĕ 117 уголовнăй ĕç пырса кĕнĕ. Вĕсене пăхса тухса 113-шне вĕçленĕ. Миравай суд участокĕн ĕç калăпăшĕ пысăк пулнине те палăртрĕ С.Кузнецова. Иртнĕ çул 1979 гражданла ĕçрен 1954-шне, миравай суд участокĕ - 1611 (81,8 процент), район сучĕ 343 (18,2 процент) ĕç вĕçленĕ. Административлă ĕçсене илес пулсан, пурĕ 555 ĕç пăхса тухнă. Çакă, 2009 çулхипе танлаштарсан, 5,2 процент чухлĕ нумайрах. Район судне пырса кĕнĕ уголовнăй ĕçсенчен ытларах пайĕ харпăрлăха, çыннăн пурнăçĕпе сывлăхне хирĕçле ĕçсем. Çавăн пекех çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн тата транспорт хатĕрĕпе усă курас йĕркесене пăхăнманнипе çыхăннă ĕçсем те сахал мар пулнă. Уголовнăй ĕçсене вĕçлесе район сучĕ айăпа кĕнисенчен 14-шне ирĕкрен хăтарнă, 9-шне штрафланă (çав шутран 2-шĕ - çула çитмен çамрăксем), 2-шне обязательнăй майпа ĕçлеме янă, пĕрин ирĕклĕхне чакарнă. 4 çынна палăртнă должноçа йышăнма чарнă. Канашлура 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокĕн судйи Т.Матвеева та сăмах илчĕ, иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, уголовнăй, гражданла, административлă ĕçсене тишкерчĕ. Пăхса тухнă гражданла ĕçсенчен пысăк пайĕ ертỹçĕсем ĕçченсене ĕç укçине вăхăтра тỹлеменнипе, уйрăм çынсенчен налук шыраса илессипе, пенсипе тивĕçтерессипе саккунсене пăснипе, пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата çутăшăн тỹлеменнипе çыхăннисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика