Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концерт тыткăнларĕ

26 февраля 2011 г.

"Хавхалану çăл куçĕсем" фестиваль вĕçленчĕ. Кашни ял тăрăхĕ унта активлă хутшăнчĕ. Юрра-ташша кăмăллакан çынсем, хăйсем ăçта ĕçленине пăхмасăр, пултарулăхĕпе ял çыннисене хаваспах паллаштарчĕç. Фестивале уйрăмах Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурнакансем йышлăн хутшăнчĕç. Иртнĕ канмалли кун вара Аслă Елчĕкри культура çуртне халăх них-çанхинчен йышлă пуçтарăннă. Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективне куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Вĕрентекенсемпе воспитательсем, вĕренекенсем концерт лартса панă. "Кун пек чаплă концертра хăçан савăннине те астумастпăр", _ теççĕ ял çыннисем артистсене ытараймасăр. Н.Малышкин директор, Н.Хушкин музыкант пуçаруллă пулнăран илемлĕ те çепĕç юрăсем чылай янăранă концертра. Учительсенчен вĕренекенсем те кая юлман. А.Соколова, Е.Долгова, В.Майков, Г.Обручков юрлама тухсан зал кĕрлесе çеç тăнă. Пĕчĕккисем тĕлĕнмелле илемлĕ ташăсемпе савăнтарнă. Чи пĕчĕк артисткăна - Ксюша Агеевăна шăпчăк сасси парнеленĕ, питĕ илемлĕ шăрантарнă вăл юрăсене. Ял халăхĕ çакăн пек пуян концертшăн тунсăхлани куç кĕрет. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев шкул коллективне, фестивале хутшăннă кашни шăпăрлана тав тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика