Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă вĕрентекенĕн вĕренекенĕсем те хастар

26 февраля 2011 г.

Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 8-9-мĕш классенче тăрăшуллă та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ. Икĕ класра пурĕ 10 ача пĕлỹ пухать: 5 хĕр ача тата 5 арçын ача. Вĕсен ертỹçи - Рена Васильевна Макарова. Вăл историпе обществознани предмечĕсене ертсе пырать. Пултаруллă педагог 3 теçетке çула яхăн ачасене пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре тăрăшать. Кирек епле ĕçе те тĕплĕн тума хăнăхнă вĕрентекен коллективра пысăк хисепре. Вĕренекенсемшĕн ăс, пĕлỹ паракан анчах мар, аслă юлташĕ те вăл. Рена Васильевна Макарова тунă ĕçсемпе анчах лăпланса ларакан çын мар, яланах çĕннине вĕренме, ăса хывма тăрăшать. Хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ шайра иртекен конкурссенче хутшăнса тĕрĕслет. Иртнĕ çул вăл Чăваш Республикин Президенчĕ укçапа хавхалантаракан республикăри конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, 50 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче республика шайĕнче иртнĕ "Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлассипе йĕркеленĕ уçă урок" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă, унта та укçан премине тивĕçнĕ. 2010-2011 вĕренỹ çулĕн çур çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 8-9-мĕш классенче 3 вĕренỹ отличникĕ: Ольга Антонова, Наташа Траншкина тата Юля Шадрикова. Таяпа Энтри шкулĕнче вĕренекенсем кашни çулах районти, республикăри олимпиадăсенче пĕлĕвĕсем тарăн, çирĕп пулнине кăтартса параççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче иртнĕ олимпиадăсенче 8-9-мĕш класра вĕренекенсен 10 призлă вырăн. Вĕсенчен пиллĕкĕшне Наташа Траншкина çĕнсе илме пултарчĕ: обществознани, право, тĕнчери илемлĕх культури предмечĕсемпе пĕрремĕш, вырăс чĕлхи тата биологи предмечĕсемпе - иккĕмĕш. Наташа обществознани тата право предмечĕсемпе республикăри олимпиадăсенче район чысне хỹтĕленĕ, икĕ предмечĕпе те иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Юля Шадрикован физкультурăпа пĕрремĕш, чăваш чĕлхипе иккĕмĕш вырăнсем. Саккăрмĕшсем те предмет олимпиадисенче пĕрре çеç мар палăрнă. Ольга Антонова обществознани предмечĕпе пĕрремĕш, тăван тавралăх культури предмечĕпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Антон Галкин физкультура предмечĕпе иккĕмĕш вырăна тухнă. Кашни ача хăйне евĕрлĕ маттур, пултаруллă. Ольга Антонова тĕрлĕ енлĕ аталанса пыракан хĕр ача. Йĕлтĕрпе ярăнма та, юрлама та, ташлама та, тĕпчев ĕçĕсем тума та ăста. Вăл шкул канашĕн президенчĕ те. Оля районта иртекен ỹкерчĕксен конкурсĕнче час-часах малти вырăнсене йышăнать. Юля Шадрикова вара илемлĕ сăвăсем, калавсем çырма ăста. Тĕрлĕ конкурссенче призлă вырăнсем йышăнать. Наташа Траншкина 2009 çулта республикăри "Чĕвĕлти чĕкеç" вăйă-конкурсра çĕнтерỹçĕ пулнă. 2008 çулта - Пĕтĕм Раççейри "Русский медвежонок" конкурс çĕнтерỹçи. Ачасем час-часах тĕрлĕ предметпа ирт-терекен фестивальсене, чемпионатсене хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Вадим Ермолаев географипе, Антон Галкинпа Николай Крупин математикăпа çамрăксен чемпионатне хутшăнса регионти çĕнтерỹçĕсен дипломĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. 8-9-мĕш класс ачисем спортпа питĕ туслă. Александр Петровпа Владимир Чернов шкулти, районти спорт ăмăртăвĕсенчен пĕринчен те юлмаççĕ. Кăçалхи хĕллехи сезон уçăлнă ятпа ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче вĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă. Наташа Албарцевăпа Светлана Шадрикова та юлташĕсенчен юласшăн мар. Вĕсем тĕрлĕ шайра иртекен конкурссене, фестивальсене активлă хутшăнаççĕ, район, республика тулашне экскурсисене тухса çỹреççĕ. Ачасем çак кунсенче Йăлăмкасра пурăнакан 85 çулхи Мария Васильевна Воронова патĕнче пулнă. Вĕсем ăна юр тасатма пулăшнă, шыв ăсса килсе панă. Кинемей ачасене тав тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика