Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышпа тăрăшсан ĕç ăнать

26 февраля 2011 г.

В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпари вăтам шкулта 17-мĕш çул ĕçлет Ирина Николаевна Павлова. Вăл хими, биологи, экологи предмечĕсене вĕрентнипе çеç çырлахмасть, ачасене тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнтарассишĕн тăрăшать. Вăл вĕрентекен ачасем районти, республикăри, Раççейри конкурссенче те пĕрре мар палăрнă. Ирина Николаевна тăххăрмĕшсен класс ертỹçи. Унăн ачисем шкулта çеç мар, ун тулашĕнче те харсăр та пултаруллă. Аслă категориллĕ учительница хăйĕн ĕçне питĕ юратать. Тăххăрмĕшсем хăйсен руководителĕпе уççăн калаçаççĕ, тĕрлĕ темăна пĕрле сỹтсе яваççĕ. Тăхтав вăхăтĕнче те, уроксем хыççăн та Ирина Николаевна яланах тăххăрмĕшсемпе юнашар. Пурте пĕлетпĕр, биологăн шкулти çĕр участокне пăхса тăрасси те тĕп тивĕç-сенчен пĕри шутланать. Ирина Николаевна ертсе пынипе 1 гектар çĕр çинче улма-çырласăр пуçне тĕрлĕ пахча çимĕç акса-лартса ỹстереççĕ вĕренекенсем. Хăйсен тăрăшулăхне пулах столовăйĕнче витаминлă апат çиеççĕ. Çу-кĕр кунĕсенче пирĕн шкула пырса кĕрсенех тĕрлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Вĕсене ачасемех шăварса, çумласа тăраççĕ. Хĕл кунĕсенче кашни класрах чечексем çитĕнеççĕ. Чỹречесем çинче кăна мар, ятарлă кĕтессенче вуншар тĕрлĕ чечек ешерет. Калчасене те ачасем хăйсемех хатĕрлеççĕ. Мĕн пĕчĕкрен илемлĕхе туйма вĕренеççĕ пирĕн шкулти вĕренекенсем. Çепĕç чĕлхеллĕ педагогăн кашни сăмахне тĕпе хураççĕ. Пĕтĕм ĕçре ачасене кăсăклантарма пĕлет, тĕрлĕ майсемпе, мелсене ĕçе кĕртет вăл. Шав çĕннине шыракан учительница нумай литература вулать. Ачаран килĕштернĕ профессипе ỹсĕмсем хыççăн ỹсĕмсем тăвакан педагог коллективра, вĕренекенсем, ял-йыш умĕнче пысăк хисепре. Унăн ĕçне районта та пысăка хурса хаклаççĕ. Хăй вĕрентсе кăларнă ачасем те манмаççĕ ăна. Ирина Николаевна паян та туслă çыхăну тытать выпускниксемпе. Унăн класĕнче вĕренекенсем культура мероприятийĕсенче те маттур. Ашшĕ-амăшĕ умĕнче лартса панă спектакль-концертсем яланах асра юлаççĕ. Кашни ачан пултарулăхне лайăх пĕлекенскер, пурне те хăйсене килĕшекен ĕç парать вăл. Пур çĕре те ĕлкĕрет Ирина Николаевна. Вашават та пултаруллă учительница нумай çул шкулти профсоюз организацине ăнăçлă ертсе пырать. Класс руководительне курах-тăр тăххăрмĕшсем те хăйсен тăрăшулăхĕпе палăраççĕ. Класра 21 ача. Вĕсем районти олимпиадăсенче те палăраççĕ. Карина Кузьмина акăлчан чĕлхипе 2-мĕш (вăлах биологи предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри çамрăксен чемпионатĕнче виççĕмĕш степень диплома тивĕçрĕ), Диана Князева биологипе 3-мĕш, Анна Князева астрономипе 1-мĕш, Екатерина Павлова информатикăпа 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Наукăпа практика конференцийĕсенче те тăххăрмăшсем ăсталăхĕпе палăрчĕç. Маларах асăннă хĕр ачасем унта призерсен йышне кĕчĕç. Класра сăвă çыракансем те, спортпа туслисем те йышлăн. Николай Ксенофонтовпа Ирина Рыжова, Анна Князева районти шашка-шахмат турнирĕнче мала тухнă. Екатерина Воронина "Çĕнĕ çулхи елка теттисем" конкурсĕнчен çĕнтерỹпе таврăнчĕ. Николай Сорокинпа Ирина Рыжова çăмăл атлетикăра чи маттуррисем. Артем Воронин футболла выляса район чысне хỹтĕлет. "Чăваш наци кĕрешĕвĕнче" Артем Воронинпа Алексей Александров хăйсен виçисенче призерсен йышне кĕнĕ. Спортри ытти çитĕнỹсем те пур тăххăрмĕшсен. Ирина Николаевнăна кирек мĕнле класс шанса парсан та вĕсем ỹсĕмсен çулĕ çине тăраççĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен ертỹçĕ патне вĕренекенсем мĕн пĕчĕкрен туртăнаççĕ. Шкулти "Чи лайăх вĕренỹ кабинечĕ", "Чи таса класс", "Чи лайăх класс кĕтесĕ" конкурссенче те И.Павлова ертсе пыракан класс çĕнтерỹçĕ. Çакăнтан курăнать те Ирина Николаевна ачасемпе ырми-канми ĕçлени, вĕсемпе савăнни, ертсе пыма пĕлни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика